Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Хамăрьял (пĕлтерĕшсем) пăхăр.

Хамăрьял — ентешсене хисеплесе, юратса калакан сăмах. Çавна май ку сăмахпа тĕрлĕ чухне бренд евĕр усă курас йăла та пур. Çавăн пек тĕслĕхсене черетлесе тухăпăр:

Чăваш ялĕ (Патăрьел районĕнчи Хурама Твар)

Кунашкал тĕслĕхсене вĕçĕ-хĕррисĕр тăсма пулать.

Экзоэтноним та, этнофолизм та мар

тӳрлет

Хамӑр ял та хамӑр ял тетпӗр.... Ҫав вӑхӑтрах ку ӑнлава хӑшӗсем мӑшкӑлламалли япала туса хурас текенсем те пур иккен. Уйрӑм халӑхсене юри машкӑллама ӑсталанӑ сӑмахсене этнофолизм теҫҫӗ. Анчах та тӗнчере "хамӑр ял" текен этнофолизм ҫук.

Тӗнчере "хамӑр ял" этнофолизм ҫуккине чылайӑшӗ ӑнланать-ха ӗнтӗ.

Анчах та О. С. Коробкова ҫырнӑ <<МАРКЕРЫ ЯЗЫКА ВРАЖДЫ В НОМИНАЦИЯХ ЭТНИЧЕСКОЙ ПРИНАДЛЕЖНОСТИ: СОЦИОЛИНГВИСТИЧЕСКИЙАСПЕКТ>> статья кун ҫути курнӑ[13]. Унта ак çапла каланисем пур:

<Куçару: 4.Йышăнни: хамар (ял) (чăваш чĕлхинчи хамӑрял «земляк, односельчанин» тенинчен) — пĕлÿсĕр чăваш, ялллăхри çын;>

<Куçару: 2) Раççейри тĕпри халăхсен çыннисем, уйрамах нацилле республикăсенче (хамар пĕлÿсĕр чăваш);>

<Куçару: 1) Раççейри нацилле республикăсенче сарăлнăскерсем тата нацилле çумйышсем патне пырса тивекенсем: мамбет (Яккутьен), хамар (ял) (Чăваш Ен)>

Вӑт ҫакнашкал япаласемпе тӗлĕнтреҫҫӗ пире паянхи "ӑславҫӑсем"! Тата тепӗр хут калама тивет: Тӗнчере "хамӑр ял" текен этнофолизм ҫук! Халь вара ӑнлантарса парас мӗншӗн ҫапла иккенне.

  • Ҫак Коробкова текенскер "хамар ял" е "хамар" этнофолизма мӗнле ҫӑлкуҫран шыраса тупнине пӗлтермест.
  • этнофолизмсене мӑшкӑллакан халӑхӑн чӗлхинчи сӑмахсенчен суйласа илсе йӗркелемеҫҫӗ, мӗншӗн тесен мӑшкӑллаканни ҫав чӗлхене пӗлмест, юратмасть.
  • Этнофлоизмсенчен мӑшкӑлланакан халӑх яланах пӑрӑнма тӑрашать. Пирӗн чӑвашсем "хамӑр ял" тенипе савӑнса кайса усӑ кураҫҫӗ, калӑпӑр, юрӑ-ташӑ ансамблĕсене те ҫавнашкал ят параҫҫӗ.
  • Коробкова статйинче "хамӑр ял" тени "мамбет" тенипе юнашар тарать. Якутсене ҫав "мамбет" тенипе мӑшкаллаҫҫӗ имӗш. Анчах та ку суя. Саххасем патӗнче унашкал этнофолизм ҫук. "Мамбет" тесе урăх çынсене калаççĕ[14]. (Саххари "мамбет" тени этнофолизм мар, вăл унта "гопник" йышши çамрăксене пĕлтерет). Эппин ҫын ку тӗлӗшпе йӑнӑшрӗ пулсан, мӗншӗн-ха ӑна ытти енӗпе ӗненмелле?
  • "Хамӑрьял" тенинчен ниепле те "хамӑр" тени тухса тӑма пултараймасть ("Вирьял" тенинчен "вир" тухса тăрайманни пек...). Вӗсен пӗлтерешӗсем расна[15].
  • Форумсенче чӑвашсене "хамӑр", "хамӑрьял", "хамарьялник" текелесе мӑшкӑллама хӑтланнисем пур. Анчах та унашкал япаласене АНОНИМСЕМ ҫыраҫҫӗ. Модераторӗсем те чӑвашсемех теме май пур (Çапла вара чăвашсем хăйсенчен хăйсем мăшкăлланă пек пулса тухать). Эппин ку ытларах хайхи модераторсен тирпейсӗрлӗхӗ пирки ҫеҫ калать. Форум вӑл — форум. Унта темле провокаци те пулма пултарать. Вӗсене чӑн-чӑн ҫăлкуҫ пек пӑхмашкӑн хӗн.
  • Чӑваша чӑнах та мăшкӑллас текен ҫыншӑн ятарласа этнофолизм шутласа кӑларас хуйхӑ ҫук. Вӑл тӳрременех "чӑваш" теме пултарать[16]. Чӑваш тени те пит кирлӗ пулсан ҫав машкӑл сӑмахне ҫаврӑнать.
  • Ялти чӑвашсене ятарласа хуларисенчен уйӑрса палӑртасси нихҫан та пулман. "Хула чӑвашӗ" текен ӑнлав ҫӗнӗ-ха вӑл[17]. Хулана кайса унта яланлахах вырнаҫнисене чӑвашсем хӑйсен йӑхташӗ пек курман. Хальхи вӑхӑтра та "чӑваш" тени "ял" тенипех ассоциациленет. Эппин кунта ятарласа "ялтисем валли" этнофолизм ӑсталама нимле сӑлтав та ҫук.

"Хамăрьял" тени Интернетри анонимсен лексиконĕнче

тӳрлет

"Хамăрьял" тенине чăн-чăн пурнăçра çынсем пĕр-пĕринпе хутшăннă чухне пейоративлă пĕлтерĕшпе усă курнине никам та ниçта та тупса палăртман. Анчах та вăл, çавнашкал пĕлтерĕшлĕ çав сăмах Интернетри анонимсен форумĕсенче пур. Вăт çакăнпа, чăн-та, килĕшме пулать. Акă мĕн çыраççĕ пĕр статьяра[18]:

<Куçарусем: Интернетхаçатсенчи публикацисем тата вĕсен тĕлĕшпе вырăсла панă комментарисен тексчĕсем пĕрлĕх-политика лару-тăрăвне кăтартаççĕ, çавăн пекех вырăс чĕлхин Чăваш республикинчи усравçисен тĕнчекурăмне, чĕлхе тăрăмне палăртаççĕ. Вĕсене тишкерни çакна кăтартса пачĕ: хальхи вăхăтра самаях активлăн вырăс чĕлхи чăваш чĕлхинчи лексикăлла пĕрчĕсене "алла илесси" пырать. Унашкал лексемăсен ушкăнне хамăр ял та кĕрет.>

Статья авторĕсем ак çапла пĕтĕмлетÿ тăваççĕ:

<Куçару: Çапла вара тĕпчев çакна кăтартса пачĕ: хальхи вăхăтра, чăваш чĕлхинчи хамăр ял лексемăн прототипла никĕсĕ çинче, вырăс чĕлхи çĕнĕ лексикăлла пĕрчĕ йышăнас кăткăс процесс пырать; вăл вĕçленнĕ майăн, — фонетикăлла, семантикăлла улшăнса тата грамматикăлла тытăмланса, — çĕнĕ сăмах йĕркеленĕ.>

Çавăн пекех пăхăр

тӳрлет

Вуламалли

тӳрлет

Асăрхавсем

тӳрлет
  1. ^ Брындин Павел Анатольевич текен çыннăн тавар палли
  2. ^ Новости » «Хамар ял» радует своим выступлением
  3. ^ 24 июня в Чебоксарах прошел День Республики, посвященный 91-й годовщине основания Чувашской автономии.
  4. ^ 2012.06.28 Отклики, мнения, впечатления (Советская Чувашия)(ĕçлемен каçă)
  5. ^ Ансамбль «Хамар Ял» из Республики Беларусь: «Красивый город, доброжелательные люди, и конечно же, впечатляющая ширь Волги...» — Министерство культуры, по делам национальностей и архивного дела Чувашской Республики
  6. ^ Кафе "Хамар ял" Адрес: г. Чебоксары, ул. Хузангая, 3 Сайт: afisha.cheb.ru/kafe/hamaryal3h.html Время работы: круглосуточно Особенности: Список закусочных, Круглосуточные кафе
  7. ^ Фольклорная группа "Хамар - ял"
  8. ^ Полное юридическое наименование: ОБЩЕСТВО С ОГРАНИЧЕННОЙ ОТВЕТСТВЕННОСТЬЮ "ХАМАР-ЯЛ"
  9. ^ [http://www.cheblvz.ru/assortiment/vodka-khamar-yal.html ПРОДУКТОСОБЕННОСТИФАКТЫ Водка ХАМАР ЯЛ] 2018 ҫулхи Юпа уйӑхӗн 18-мӗшӗнче архивланӑ.
  10. ^ ООО "ХАМАР ЯЛ"
  11. ^ Тăван Ен хаçатран
  12. ^ [https://ul.gorko.ru/рестораны/441877/ Хамар ял РЕСТОРАН](ĕçлемен каçă) — Открыто до 18:00 +7 (951) 099-07-33 ул. Юности, 2, стр. 10, Ульяновск
  13. ^ Коробкова О.С. МАРКЕРЫ ЯЗЫКА ВРАЖДЫ В НОМИНАЦИЯХ ЭТНИЧЕСКОЙ ПРИНАДЛЕЖНОСТИ: СОЦИОЛИНГВИСТИЧЕСКИЙ АСПЕКТ 2018 ҫулхи Кӑрлач уйӑхӗн 15-мӗшӗнче архивланӑ.
  14. ^ Беньяминова, Анастасия. Почему слово «мамбет» стало ругательным в Казахстане – Мурат Телибеков — Караван медиапортал
  15. ^ Чувашско-русский словарь (1982)
  16. ^ Çеçпĕл Мишши. Пирĕн вăй Çеçпĕл Мишши | Калав | 1918 | 3 384
  17. ^ Типшем Сашук - Хула чăвашĕ (2017)
  18. ^ Григорьева Е.А. Способы освоения иноязычной лексики в русском языке (на примере чувашской лексемы «хамӑр ял») / Е.А. Григорьева, О.А. Петрова // Научные исследования: теория, методика и практика : материалы IV Междунар. науч.-практ. конф. (Чебоксары, 29 янв. 2018 г.) / редкол.: О.Н. Широков [и др.] – Чебоксары: ЦНС «Интерактив плюс», 2018. – С. 263-264. – ISBN 978-5-6040732-1-6. Интернетра кун çути курнă вăхăт: 19.02.2018 (ку статья тата ак çак тĕлте пур)

Каçăсем

тӳрлет