Ульяновка
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Ульяновка (пĕлтерĕшсем) пăхăр.
Ульяновка, — Чăваш Енĕн Патăрьел районĕнчи ял. Пăла хĕрринче вырнаçнă.
Ял
Ульяновка
|
Ялта шкул, клуб, фельдшер пункчĕ, вăрман хуçалăхĕ пур.
Халăх йышĕ, ял тытăмĕ
тӳрлет2010-мĕш çулхи çыравпа ялта 159 çын, çав шутра 86 арçын, 73 хĕрарăм пурăннă[1].
Истори
тӳрлет1936-мĕш çулта Йĕпреç районĕнчи Чăваш Тимеш ялтан тухнă 17 кил-йыш никĕсленĕ (Благовидов Захар Николаевич ертсе пыраканĕ пулнă). Кайарах Татмăш ялĕнчи Никифоровсем тата Елчĕк районĕнчи Курнавăшран Дмитиревсем, Егоровсем, Павловсем куçса килнĕ.
1927 çулхи юпа уйăхĕн 1 Аслă Патăръел районне кĕнĕ. 1935 Турхан районне кĕнĕ. 1939 çулхи пуш уйăхĕн 7 хыççăн, салана Первомайски ята парсан, Первомайски районне кĕнĕ. 1959 çулхи утă уйăхĕн 14 хыççăн хальхи вăхăт таран Патăръел районне кĕрет[2].
Паллă çыннисем
тӳрлетÇавăн пекех пăхăр
тӳрлетАсăрхавсем
тӳрлет- ^ Численность населения городских округов, муниципальных районов, городских и сельских поселений, населенных пунктов Чувашской Республики 2018 ҫулхи Ҫурла уйӑхӗн 21-мӗшӗнче архивланӑ.
- ^ Чăваш Ен пурăнан вырăнсем(ĕçлемен каçă)
Вуламалли
тӳрлет- Батыревская энциклопедия. Чебоксары, 205. с.242.