Уйкас Ялтăра (Вăрнар районĕ)
Уйкас Ялтăра е Уйкас — Чăваш Республикин Вăрнар районĕнчи ял. Аçăм Çырми ял тăрăхне кĕрет.
Уйкас Ялтăра
|
Ял ячĕ
тӳрлетТавралăхĕ
тӳрлетРеспубликăн вăта пайĕнче, Вăрнар поçолокĕнчен çурçĕр-çурçĕр-анăç еннелле 19 км вырнаçнă.
Халăх йышĕ, ял тытăмĕ
тӳрлетЯлта пĕр урам çеç пур - заречная урамĕ.
Истори
тӳрлет1858 çултанпа Пĕрремĕш Ялтăра çумĕнчи пулнипе паллă (халĕ Малтикас йышĕнче), ун чухне кунта 204 çын пурăннă. 1906 çулта 55 килте 277 çын пуррине çырнă. 1926 çулта — 71 килте 285 çын, 1939 çулта — 272 çын, 1979 çулта — 153 çын пурăннă. 2002 çулта 42 кил, 2010 çулта — 36 килхуçалăхĕ пулнă. 1931 çулта «Комсомолец» колхоза йĕркеленĕ, 2010 çулта ОАО «Вăрнарти аш-пăш комбинатне» туса хунă[1].
1956 çулта çырнă «К вопросу о заселении юго-восточной и южной частей Чувашии» кĕнекере Димитриев В.Д. çапла ăнлантарса парать:
«Сӗм вӑрмана нумай ачаллӑ, нумай мӑнуклӑ Ялтӑра ятлӑ чӑваш пурӑнма куҫса ларнӑ. Унӑн несӗлӗ тӑххӑр касӑ никӗсленӗ: Витӗртухан Ялтӑра, Малтикас Ялтӑра, Уйкас Ялтӑра, Тӑвальушкӑнь Ялтӑра, Юпшик Ялтара, - хальхи вӑхӑтра – Вӑрнар районӗнче, Юманай Ялтӑра тата Уйпуç Ялтӑра — хальхи вӑхӑтра – Ҫӗмӗрле районӗнче...»
.
Асăрхавсем
тӳрлет