Турккă Википедийĕ
2002
Турккă Википедийĕ | |
URL: | tr.wikipedia.org |
---|---|
Коммерци: | Çук |
Сайт тĕсĕ: | Эреш энциклопедийĕ |
Регистраци: | Кирлех мар |
Чĕлхе(сем): | Турк чĕлхи |
Харпăрçă: | Фонд Викимедиа |
Ĕçе пуçланă: | 2002 çулхи раштавăн 22-мĕшĕ |
Хальхи статус: | Ӗçлет, аталанса пырать |
Турккă Википедийĕ Викиампарта |
Турккӑ Википедийӗ (туркк. Türkçe Vikipedi) — Википедин Турккӑ чӗлхиллӗ уйрӑмӗ. Тӗрӗк чӗлхиллӗ уйрӑмсенчен чи пысӑкки.
Кунҫул
тӳрлет2002 ҫулхи раштавӑн 5-мӗшӗнче уйрӑм туса хунӑ. 2003 ҫулхи пуш уйӑхӗнче пӗрремӗш статья, Чингисхан (tr:Cengiz Han) ҫинчен, ҫырнӑ. 2004 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче ҫӗрмӗш ҫырнӑ. Кун хыҫҫӑн Турккӑ Википедийӗ хӑвӑрт ӳстерсе аталанма пуҫланӑ: 2004 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче пинмӗш, 2005 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче вунӑ пинмӗш статья ҫырнӑ.
2006 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче Википедин Турккӑ уйрӑмне номинацие тӑратнӑ, 2007 ҫулхи кӑрлачра ӑна "Ылтӑн Эрешмен"-ӗн (туркк. Altın Örümcek) "ӑслӑх" пайӗпе тивӗҫтернӗ.
2007 ҫулхи пуш уйӑхӗнче 50 пин статья йышӗнчен иртсе Турккӑ уйрӑмӗ 25-мӗш вырӑна тухнӑ.
2008 ҫулхи нарӑсӑн 3-мӗшӗнче 100 000-мӗш статья ҫырнӑ[1].
2012 ҫулхи раштавӑн 9-мӗшӗнче 200 000-мӗш статья ҫырнӑ[2].
2014 ҫулхи чӳкӗн 17-мӗшӗнче HTTP ҫыхӑнӑвӗпе URL адресӗпе анонимлӗ хутшӑнакансемшӗн уйрӑмӑн темле статьисем курӑнса кайман[3]. Анчах унтан, 2015 ҫулхи ҫӗртмен 12-мӗшӗнче пур уйрӑм HTTPS ҫыхӑнӑвне усӑ курма пуҫланӑ чух, йӑнӑш пӗтнӗ[4].
2017 ҫулхи акан 29-мӗшӗнче вырӑнти вӑхӑтпа 8 сехетре, Турцин влаҫӗн 5651 номерлӗ саккунĕпе Турци территорийӗнче Википедин пур чӗлхесен уйрӑмӗсем патне кӗриссине хупнӑ[5][6][7][8][9]. Ҫав вӑхӑтра Турккӑ Википедийӗнчи: статьясен йышӗ — 291 552, хутшӑнакансен йышӗ — 961 666, вӗсенчен 3255 хутшӑнакан юлашки 30 кунра темӗн тунӑ, адмнистраторсен йышӗ — 28, тӳрлетӳсен йышӗ — 19 532 294. Пур уйрӑмсем хушшинче статьясен йышӗпе Турккӑ Википедийӗ 29 вырӑнта пулнӑ. Ҫакна пула Турккӑ Википедийӗн сайчӗн ҫийӗнче сулахайра "2 ҫул тунсӑхлатпӑр" ҫырнӑ.
Анчах Википедие кӗнин хупнипе Турккӑ Википедийӗ тата Турцирен хутшӑнакансем ӑна усӑ курма чарӑнман. VPN пулӑшнипе нумай хутшӑнакансем сайта кӗнӗ. Кунсӑр пуҫне, Турккӑ уйрӑмне ют ҫӗршывран пысӑк турккӑ диаспорисем килӗшнӗ. Вӗсенчен чи пысӑк пӗри ку Германири турккӑсем. Вӗсем Турккӑ Википедине ыттисене нумайрах вуланӑ.
2017 ҫулхи юпан 13-мӗшӗнче 300 000-мӗш статья ҫырнӑ.
2019 ҫулхи раштавӑн 26-мӗшӗнче Турцин Конституци сучӗ Турцире Википедин пӳлнине саккунсӑр йышӑннӑ.
2020 ҫулхи кӑрлачӑн 16-мӗшӗнчен пуҫласа Турцире Википеди патне кӗни таврӑнса уҫнӑ[10].
2021 ҫулхи акан 27-мӗшӗнче 400 000-мӗш статья, 2022 ҫулхи утӑн 9-мӗшӗнче 500 000-мӗш статья[2], 2024 ҫулхи акан 6-мӗшӗнче 600 000-мӗш статья ҫырнӑ.
Статистика
тӳрлетХальхи вӑхӑтра Турккӑ Википедийӗнче статьясен йышӗ — 625382. Вӑл пур чӗлхе уйрӑмӗсем хушшинче 25 вырӑнта. Тӗрӗк Википедийӗсем хушшинче вӑл чи пысӑкки, 1 вырӑнта.
Уйрӑмра 1630920 хутшӑнакан регистрациленӗ, вӗсенчен 22 администратор. Юлашкин 30 кунра 2533 хутшӑнакан темӗн те тунӑ. Тӳрлетӳсен йышӗ — 34460887.
Ҫак уйрӑмра тӗрӗс усӑ курнин (акăл. fair use) шухӑшӗ усӑ курать. Файлсен йышӗ — 42463. Уйрӑмӑн тарӑнӑшӗ — 188.1
Логосем
тӳрлетСтатьясен йышӗ
тӳрлет-
50.000 статья логовӗ (2007)
-
100.000 статья логовӗ (2008)
-
150.000 статья логовӗ (2010)
-
300.000 статья логовӗ (2017)
-
500.000 статья логовӗ (2022)
-
600.000 статья логовӗ (2024)
Юбилей
тӳрлет-
20 ҫуллӑ юбилейӗн логовӗ (2022)
Olaylar
тӳрлет-
Турцире Википедие кӗме чарнӑ хыҫҫӑн усӑ курнӑ лого (2017)
-
#WeMissTurkey компанийӗн логовӗ (2018)
-
Турцире Википедие кӗнине уҫнин логовӗ (2020)
Асӑрхавсем
тӳрлет- ^ List of Wikipedias/Table
- ^ 1 тата 2 Wikipedia:Milestone statistics
- ^ ‘Özgür ansiklopedi’ Vikipedi’ye ‘vajina’ ve ‘insan penisi’ sansürü
- ^ Securing access to Wikimedia sites with HTTPS
- ^ 29/04/2017 Власти Турции заблокировали в стране "Википедию.
- ^ 29.04.2017 В Турции заблокировали Википедию.
- ^ "Turkish authorities block Wikipedia". BBC News. BBC. 29 Nisan 2017
- ^ Terör destekçisi Wikipedia'ya yasak
- ^ Turkey blocks Wikipedia over what it calls terror 'smear campaign'
- ^ Turkey restores access to Wikipedia after 991 days