Тула (хула)
Раççей хули
(Тулă (хула) ҫинчен куҫарнӑ)
Тула | |
Хула гербĕ | |
Патшалăх: | Раççей |
---|---|
Регион: | Тула облаçĕ |
Никĕсленĕ: | 1146 |
Хула, çултан: | |
Халăх йышĕ, пин çын: | 481,2 (2002) |
Хула лаптăкĕ: | км2 |
Геогр. анлăхĕ: | 54° 12' ç. ш. |
Геогр. вăрăмлăхĕ: | 37° 34' х. т. д. |
Тула, — Раççейри Тула облаçĕн администрациĕ вырнаçнă хула. Мускавран 193 çухрăмра ларать. Упа юханшывĕ юнашар юхса выртать.
Кун-çулĕ
тӳрлетХулана пĕрремĕш хут Никон çул çырăвĕсенче 1146 çулта асăннă. Хула хир хĕрринче, тĕрлĕ тĕслĕ вăрă-хурахсем алхасакан вырăнта никĕсленнĕ. Хулара тĕрлĕ алăста ĕçĕсем аталаннă: кунта тимĕр те шăратнă, чул та кăларнă, йывăç та каснă.
Хула хĕç-пăшал тăвас енĕпе чапа тухнă. Тула ăстисем пирки сас-хура таçта çитичченех сарăлнă. Сăмах май каласан Тула кремльне те, хăй хулине те тăшмансем пĕрре те тытса илеймен. Халĕ те хулара металлурги промăçлăхĕ вăйлă аталаннă. Хулара металурги енĕпе ĕçлекен 2 пысăк йĕркелӳ тата 24 вăтам йĕркелӳ пур.
Çавăн пекех пăхăр
тӳрлетАсăрхавсем
тӳрлетВуламалли
тӳрлетКаçăсем
тӳрлетТула (хула) Викиампарта? |