Трнава
Трна́ва (словак. Trnava, ним. Tyrnau, венг. Nagyszombat), Словакин анăçĕнчи хула. Трнавка юханшывĕ çинче, Кĕçĕн Карпатăн кăнтăр айăккинче вырнаçнă. Трнава — архиепископăн пурăну вырăнĕ, çавăнпа та ăна словак Римĕ теççĕ. Халăх йышĕ — 70 пине яхăн çын. Трнава — Трнава енĕн тĕпĕ.
Кун-çулĕ
тӳрлетПĕрремĕш хут пысăках мар çĕр ĕçтĕшĕсен Трнава пурăну вырăнне 1211 çулта эстергом архиепископăн çырăвĕнче асăннă. Трнава Словаки территоринче пĕрремĕш хула ирекне тивĕçет, 1238 çулта ăна венгри патши Бела IV парнелет. XIII ĕмĕрте Трнавăра пысăк карман туса лартаççĕ. Трнавăра венгри патшисем урăх патшасемпе тĕл пулса калаçнă.
Трнавăн чаплăхĕ XVI ĕмĕрте татах çирĕпленет, ун чух Эстергом Архиепископлăхĕ кунта турккăсенчен тарса куçать. Çакăн пек, Братислава Венгрин административлă тĕп хули пулса тăрать, Трнава — тĕн тĕп хули. 1635 çулта Петер Пазмань кардинал Трнава Университетне (Венгрире пĕрремĕшĕ) никĕслет. Кайран, 1777 çулта Мари Терези арăм императр хушнипе Будина куçса килет те Будапешт университечĕ ятпа пала пулать.
1787 çулта словак будитель Антон Бернолак Трнавăра халăх пупленĕ трнава-туай диалекчĕ тĕпĕллĕ, литературăллă словак чĕлхин пĕрремĕш код-вариантне йĕркелет.
1918 çулта Чехословаки патшалăхне туса хусан Трнава Словакин промăçлă тĕпĕ пулса тăрать, хале те çаплах шутланать.
Паллă вырăнĕсем
тӳрлет- Карман
- Костёл Непорочного Зачатия, XIII ĕмĕр
- таса Микулай соборĕ
- таса Иаков костёлĕ
- таса Иоанн Тĕне кĕртекен костёлĕ
- таса Елена костёлĕ
- таса Иосиф костёлĕ
- таса Анна костёлĕ
- таса Троица костёлĕ
- Лютеран кирхи
- Синагога
Çавăн пекех пăхăр
тӳрлетКаçăсем
тӳрлет- Трнавăн официаллă сайчĕ
- Трнава университечĕ 2008 ҫулхи Раштав уйӑхӗн 17-мӗшӗнче архивланӑ.
Трнава районĕн пурăну вырăнĕсем |
---|
Хула: Трнава
ялсем: Бинёвце | Богдановце-Трнавоу-çинчи | Болераз | Борова | Брестованы | Букова | Бучаны | Бьелы Костол | Влчковце | Водерады | Горна Крупа | Горне Дубове | Горне Орешаны | Грнчьяровце-Парноу-çинчи | Дехтице | Длга | Добра Вода | Долна Крупа | Долне Дубове | Долне Ловчице | Долне Орешаны | Завар | Звончин | Зеленеч | Катловце | Кошолна | Крижованы-Дудваг-çинчи | Лошонец | Майцихов | Малженице | Нагач | Опой | Павлице | Радошовце | Ружиндол | Словенска Нова Вес | Смоленице Суха-Парноу-çинчи | Трстин | Цифер | Шелпице | Шпачинце | Шуровце | Ясловске Богунице | |