Вельки Кртиш
Вельки Кртиш (словак. Veľký Krtíš, венг. Nagykürtös) — Словакин варринчи, Крупинска Планина умĕнчи хула. Халăх йышĕ —14 пине яхăн çын.
Истори
тӳрлетВельки Кртиша пĕрремĕш 1245 çулта асăннă. Вăл палă сутă-илӳ çулĕ çинче ларнă. XVI ĕмĕрте хула çине турккăсем тапăннă. 1554-93 çç. Вельки Кртиш Осман империйĕн Новоград санджакĕ шутне кĕнĕ. XVII ĕмĕрĕн варринче хулана пĕтĕмпех турккăсем аркатса пĕтереççĕ те 1680 çулчен хулара çын пурăнман. XIX ĕмĕрте Вельки Кртишре шахтăсем ĕçлеме тытăнаççĕ те хула чĕрĕлме тытăнать. 1968 çулта Вельки Кртиш район тĕпĕ пулса тăрать.
Чаплă куравĕсем
тӳрлет- Фар костёлĕ
Çавăн пекех пăхăр
тӳрлетКаçасем
тӳрлет