Крупина
Кру́пина (словак. Krupina, ним. Karpfen, венг. Korpona) — Словакин хули, Штьявницке Врхипе Крупинска Планина умĕнче ларать. Халăх йышĕ 8 пине яхăн çын.
Истори
тӳрлетКрупина тата Трнава Словакин чи ватă хулисем пулаççĕ. Хуласен ĕретне Крупина 1238 çулта кĕрет. Пĕрремĕш 1135 çулта Бела II патшан хутĕнче çырнă. Крупина ун чухне Балти тинĕсĕнчен Адриатикăна илсе пыракан Magna Via сутă-илӳ чаплă çулĕ çинче ларнă. 1241 çулта Крупинăна монгол-тутарсем тапăннă. XIV ĕмĕрте Крупина «крупина хула ирĕк тивĕçĕпе» паллă пулать. Çак тивĕçе чылай хула, тĕслĕхрен, Ружомберок, Жилина, Прьевидза тата урăххисем те, илес тесе тапăçнă. XV ĕмĕрте Крупинăна темиçе хут та гуситсем хупăрланă. XVI ĕмĕрте хула çине турккăсем тапăнаççĕ. Крупина çирĕп карман хӳтлĕхĕсене хăпартать, вĕсене турккăсем ниепле те илеймеççĕ. XVIII ĕмĕрте Крупинăна куруцсем çунтарса яраççĕ. 1919 çулта хулана венгрсен Хĕрлĕ Çарĕ тустарать.
Халĕ Крупина — Банскобистрица енĕн район тĕпĕ.
Чаплă куравĕсем
тӳрлет- Роман фарă костёлĕ
- Сыхлав турулĕ
- Карман хӳтлĕхĕсем
- Бзовик карманĕ
Палла çынсем
тӳрлетАндрей Сладкович (Ондрсь Браксаторис) — словаки сăвăçи.
Çаван пекех пăхăр
тӳрлетКаçăсем
тӳрлет