Е́лшава (словак. Jelšava, ним. Jelschau, венг. Jolsva) — Словаки варринчи, Словацкое Рудогорье облаçĕн хули. Халăх йышĕ — 3 пине яхăн çын.

Истори

тӳрлет

Елшавăна пĕрремĕш 1243 çулта Бела IV патша çырăвĕнче шахтёрсен пурăнан вырăнĕ тесе асăннă. XIV ĕмĕрте вăл Хункăрин тимĕр тăпри тупас енĕпе иккĕмĕш хули пулса тăрать, патша хули ятне тивĕçет. 1556 çулта хулана турккăсем çунтарса яраççĕ. 1893 çулта хула витĕр Плешивец-Мурань чукун çулне хураççĕ. 1894 çулта магнезит комбинатне хута яраççĕ. 1938 çулта хулана хорти Хункăри çарĕсем ярса илеççĕ. 1945 çулхи кăрлачăн 21-мĕшĕнче Елшавăна совет тата румын çарĕсем ирĕке кăлараççĕ.

Паллă вырăнсем

тӳрлет
  • Костёл
  • Когари керменĕ

Паллă çынсем

тӳрлет

Каçăсем

тӳрлет