Адриатика тинĕсĕ
{{#coordinates:}}: нельзя иметь более одной первичной метки на странице
Адриатика тинĕсĕ | |
Вырнаçăвĕ | Вăтаçĕр тинĕсĕ |
---|---|
Лаптăк | 144000 км² |
Адриатика тинĕсĕ (итал. Mare Adriatico) — Апеннин тата Балкан çурутравĕсем хушшинчи Вăтаçĕр тинĕсĕн пайĕ.
Географи
тӳрлетИтали, Словени, Хорвати, Черногори, Албани çĕршывсен çыранĕсене хумĕсемпе çапăнать. Кăнтăр енче Отранто тинĕс пырĕпе Ионик тинĕсĕпе çыхăнать. Адриатика тинĕсĕн лаптăкĕ — 144 пин çм2, чи тарăнни — 1230 м. Анăç çыранĕсем çӳллĕ мар, тухăç çыранĕсем — туллă-сăртлă. Тухăç çыранĕ патĕнче Далмаци утравĕсем вырнаçнă. Пысăк заливĕсем — Венеци тата Триест. Шыв температури 24 — 26 °С çурлара, 7 — 13 °С нарăсра. Шыв тăварри — 35 — 38 ‰. Шыв юхăмĕсем пĕрпек мар, çурталăклăскерсем (1,2 м таранччен).
Порчĕсем
тӳрлет- Триест, Венеци, Бари — (Итали)
- Риека, Сплит, Дубровник (Хорвати).
- Котор (Черногори)
- Дуррес, Влёра (Албани)
Тинĕс çыранĕнчи паллă курорчĕсем
тӳрлет
Адриатика тинĕсĕн çĕршывĕсем |
---|
Албани | Босни тата Герцеговина | Итали | Словени | Хорвати | Черногори | |