Триест
Триест (итал. Trieste) — Италин Фриули-Венеци-Джули районĕнчи, Триест провинцин администаци тĕпĕ.
Халăхĕ
тӳрлет1991 шутлавĕпе хулара 231 пин çын пурăннă.
Истори
тӳрлетАвал вăхăтсенче Рим колони пулнă. Вăтам ĕмĕрсенче паллă сутă-илӳ тĕпĕ, уншăн темиçе çĕршыв вăрçăннă. XIV ĕмĕрте Австри аллинче; Пĕрремĕш тĕнче вăрçи хыççăн Сен-Жермен килĕшӳ хучĕпе (1919) Итали çумне куçнă. 1943-1945 çулсенче, Иккĕмĕш тĕнче вăрçи вăхăтĕнче нимĕçсен айĕнче, 1945 - 1947 çулсенче акăлчансемпе американецсен çар çыннисем айĕнче; 1947-1954 çулсенче Триест хăйĕн пĕчĕк таврашĕпе Триест ирĕклĕ çĕрĕ пулнă. Италипе Югослави килĕшӳ хучĕпе (1954) (Аслă Британипе АПШ хутшăннипе) Триест тата унтан анăçалла çĕрĕсем Итали шутне кĕнĕ, Триестран тухăçалла çĕрĕсем Югослави (халĕ Словени) шутне кĕнĕ.
Каçăсем
тӳрлет- Триест - Photo Guide - (pdf) 2012 ҫулхи Ака уйӑхӗн 20-мӗшӗнче архивланӑ. (Итал)
Триест Викиампарта? |