Тинĕс (хунсен çулпуçĕ)

Тинĕс — пăлхар-хун йăхĕсен ĕмпĕвĕ.

Пурнăçĕ, ĕçĕсем

тӳрлет

453 çулта Аттил вилнĕ хыççăн вăл чăмăртаннă хунсен патшалăхĕ саланса кайнă. Хунсене хирĕç чи малтан германсен йăхĕ çĕкленнĕ. Аттил ывăлесем Эллак, Тинĕс тата Ирнак хăйсен çарĕсене пухса германсене хирĕç каяççĕ. Недао патĕнче питĕ хаяр çапăçу пулса иртет. Пĕрисем каланă тăрăх, Эллак çак çапăçура хунсен çарĕсене ĕмпӳ пулса ертсе пырать те пуçне хурать. Тинĕспе Эрнак вара хăйсене пăхăнса тăракан йăхсемпе Хура тинĕс çурçĕр-хĕвеланăçĕнчи çеçенхирсене чакса каяççĕ. Вĕсем Паннонири готсене пăхăнтарасшăн пулаççĕ. Анчах готсем вĕсене хирĕç тăраççĕ. Вара хунсем Днепр еннеле куçса каяççĕ. Иордан кун пирки çапла çырать:

"Направились в ту часть Скифии, вдоль которой текут струи реки Данапра; гунны называют ее на своем языке Вар".

Хунсем Çурçĕр Кавказпа Азов тинĕсĕ тавралăхне таврăнма тытăнаççĕ.

Ирнак хăй ертсе пыракан йăхсемпе-ăрусемпе мал еннерех, Каспи тинĕсĕпе Атăл еннерех вырнаçать. Тинĕс вара Азов тинĕсĕпе Днепр тăрăхĕнче пурăнма тытăннă пулас.

Кăштах вăхăт иртсен Тинĕс каллех готсене хăй пĕчченех тапăнать, анчах çĕнтереймест. Кун пирки М.И.Артамонов "История хазар" кĕнекире çырать.

468 çулта Тинĕс Висанти империпе сутă-илӳ тăвас тесе Константинопăле элчĕсем ярать, анчах та ромейсем хавшакланнă хунсемпе килĕшӳ тăвасшăн пулмаççĕ. Çавăн пирки Тинĕс ромейсене хирĕç вăрçă пуçлать.

Ку вăхăтра Висанти вăйлансах кайнă. Ромейсен çарпуçĕ Анагаст пысăк çарпа хунсене хирĕç тухать. Тинĕс васкасах хăйĕн шăллĕ Ирнак патне элчĕсем ярать, хунсен вăйĕсене пĕрлештерме ыйтать. Анчах Ирнак Тинĕсе пулăшаймасть. Вăл Тан енчен тапăнса килекен сарăкăрсемпе килĕшӳ туса пиччĕшне пулăшма каясшăн пулать, çапах та ĕлкĕреймест. 469 çулта хунсемпе ромейсем хушшинче çапăçу пулса иртет. Ромейсем çĕнтереççĕ. Анагаст нукерĕсем Тинĕсе вĕлереççĕ те унăн пуçне касса сăнă çине тăхăнтараççĕ, Константинополе илсе каяççĕ.

Вуламалли

тӳрлет

Каçăсем

тӳрлет


Хунсен ĕмпĕвĕсем
Атăл | Ирнак | Моте | Пӳçӳйттан | Çиликкат | Çинçипул | Тинĕс | Улат | Хуханье | Эллак |

</noinclude>