Атăл (хунсен çулпуçĕ)

(Аттил ҫинчен куҫарнӑ)

Аттил (лат. Attila, грек Ἀττήλας, 453 çулта вилнĕ) — хунсен ĕмпĕвĕ, Рейнпа Çурçĕр Хуратинĕсçумĕ хушшинчи çĕрсенчи йăхсен патши. Вăл 395 çулăн пуçламăшĕнче çуралнă пулас. 453 çулхи пушăн 15-мĕшĕнче вилет.

Аттил, Эжен Делакруа ĕçĕн пайĕ
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Атăл (хунсен çулпуçĕ) (пĕлтерĕшсем) пăхăр.

Аттил çĕре кĕрсен пĕр ĕмĕр иртсен гот историкĕ Иордан хунсен çулпуçĕ пирки çапла асăннă: «Пĕтĕм хунсене пăхăнтаракан тата чаплăхĕпе варварсем хушшинче мĕнпур Скифири йăхсен çав тери ăмсануллă патши.»[1] Хунсен çулпуçĕ пирки астăвăм ĕмĕрсем тăршшипе герман эпосĕнче упранса пынă, скандинав сагисене те куçнă. Халăхсен Аслă куçăмĕ тапхăрĕнчи германсен малтанхи юмахĕсенче, варвар аслă ертӳçисем хушшинче Аттилăна пĕрремĕш вырăна, герман патшисен умне, тăратнă.[2]

Пурнăçĕ, ĕçĕсем

тӳрлет
  • 395: Аттил çуралнă, ку çулталăк пуçламăшĕнче пулнă тесе шутлаççĕ ăсчахсем.
  • 401: ашшĕ — Мăнçук — вилет.
  • 405: Аттил Анăç Рим империйĕн Аэци тиккипе паллашать.
  • 408: Роас ятлă куккăшĕ ăна Гонори император патне Анăç Рим империйĕн килне туслăха çирĕплетес тĕллевпе вĕренсе çитĕнме ярать.
  • 408-411: Аттил Римра, Равеннăра пурăнать.
  • 412: Роас куккăшĕ ăна Танайа чĕнсе илет.
  • 413: Аттил Энкене качча илет. Эллак ывăлĕ çуралать.
  • 413-421: Роас хушнипе Аттил Танай тата Кавказ хуннисем (Эпарс) хушшинче почтă ĕç-пуçне йĕркелет.
  • 421: Аттил хăйĕн куккăшĕпе пĕрле патшалăх пуçне тăрать. Хĕрккене качча илет.
  • 422: Хĕрккерен Уçинтĕр ывăлĕ çуралать.
  • 423: Гонори вилет. Роаспа Аттил хунсен çарĕсене Аэци патне яраççĕ.
  • 424: Тинĕс ывăлĕ çуралать.
  • 425-430: Аттил хунсен тĕрлĕ çĕрĕсем хушшинче почтă çыхăнăвне йĕркелет.
  • 431: Эпарс куккăшĕ вилет. Аттил кавказ Хуннине йĕркелесе лартать.
  • 434 (çул вĕçĕ): Роас вилет. Аттилпа пиччĕшĕ Пăлат — хунсен «суверенлă çулпуçĕсем». Хуннипе Тухăç Рим империйĕ килешӳ хутне çыраççĕ.
  • 435: Аттил хунсен императорĕ, Хĕркке — император-арăм.
  • 437: Акацирсем, каспи аланĕсем тата атăлçи «сепаратлă хунсем» çине харçăпа каять.
  • 438: Германсемпе славянсен тапăнăвне сирсе ярать. Пăлат вилĕмĕ.
  • 439 е 440: «Марас хĕçне» (римсем каланипе — «Марс хĕçĕ») тупни, ăна Аттила парнелени.
  • 440 (çул вĕçĕ): Валентиниан III, Анăç Рим императорĕн йăмăкĕ (аппăшĕ?) Гонори елик Аттила качча каясшăн пулать.
  • 441: Хунсем Маркăс ярмăркине аркатаççĕ. Маркăс хунсен империн «епископ» хули пулса тарать.
  • 441-443: Мезине, Паннонине харçăпа пырать. Вимицине, Ратияра, Сингидуна, Сирмине тата Сердикине туртса илет. Фракине кĕрсе кайса хунсен çарĕ Константинопăль патне пырать. Наисс хулине пĕтерсе хуни.
  • 444-445: Хунсен империн тĕп тата тухăç çĕрĕсенчи пăлхавсене пусарать.
  • 445 (?): Аттил гепид еликне качча илет. Вĕсен Гейсăм ывăлĕ çуралать.
  • 446 (?): Аттилăн хунсен паллă ăратĕнчен тухнă арăмĕ Эмнедзор ывăлне çуратать.
  • 446 (кăрлач) – 447 (авăн): хунсем Фракие, Македоние тата Фессалие харçăпа каяççĕ.
  • 447 (юпа): Аттилан пĕр çарĕ Онегез çарпуçĕ ертсе пынипе Фермопилăна йышăнать.
  • 447 (чӳк): Хунсем Константинопăле хăратаççĕ. Висанти императорĕ лапкăлăх ыйтать.
  • 447 (раштав): Вахăтлăха килĕшӳ тăваççĕ. Висанти императорĕ контрибуции пама, хунсене çулсерен парăмпа тивĕçтерме килĕшет.
  • 448: Константинопăле Аттил элчисем лăпкăлăх ыйтăвĕсене сӳтсе явма пыраççĕ. Аттила вĕлерес шутпа кавăр ĕç хатерлеççĕ.
  • 449 (нарăс): Кавара уçса хураççĕ. Танай Хуннине Тухăçпа Анăç Рим империсен элчисем çитеççĕ. Аттил скифсен патшин Эскамăн —Эска хĕрне — качча илет.
  • 449 (пуш): каварçасем айăпсене йышăнаççĕ. Висанти императăрĕ килĕшӳ майĕсемпе килĕшет.
  • 449 (юпа): Хĕркке вилĕмĕ.
  • 449 (чӳк): Аттилăн иккĕмĕш арăм-патши —Эска— ача çуратнă чух çĕре кĕрет, çут тĕнчене Эрнак ывăлĕ килет.
  • 450: Феодоси II висанти императорĕ вилет. Ун вырăнне Марциан ларать. Аттил çулленхи парăма ыйтать. Марциан хирĕçлет. Аттил Анăç Рим императăрне III Валентиниана хăй Гонорие качча илес кăмăлне пĕлтерет. Римсем çакна хирĕç ĕçсем тăваççĕ. Галли çине харçă хатĕрлеççĕ.
  • 451 (нарăс): Аттил Рейн урлă каçать.
  • 451 (нарăс-çĕртме): Хунсем Мец, Лан, Сен-Катен, Реймс хулисене туртса илеççĕ, Парижа хупарлаççĕ. Аттил Париж патĕнчен чакать.
  • 451 (çĕртме, 21): Орлеан парăнать.
  • 430: çак çул тĕлне пĕтĕм хунсем тепĕр хут пĕрлешме тытăнаççĕ. Хунсен тĕрлĕ йăхĕсене пĕрлештерес ĕçе Паламар ямахатĕнчен тухнă пĕртăван Пăлатпа Аттил ертсе пынă. Тепĕр икĕ çултан Пăлат вилет.
  • 433: Аттил пĕтĕм хунсен патши пулса тăрать. "Вăл темиçе чĕлхеллĕ халăхсене (хунсене, остхотсене, хĕрулсене, хепитсене, рукисене, алансене тата урăххисене те) пĕрлештерсе пĕр патшалăх тунă", — тесе çырать ку тапхăр çинчен Кури Вантер. Пирĕн паллă историçĕ авалхи хунсен патшин ятне Атăл тесе çырать — Атăл çумĕнчи çар пуçлăхĕсем пит капăр тумтирсемпе, хаклă лаша хатĕрĕсемпе çӳренĕ. Анчах Атăл хăй капăрлăх, тутлă ĕçкĕ-çикĕне юратман: вăл ахаль çынсем çиекен апата çинĕ, чашăк-тирĕкĕ те унăн йывăçранах пулнă".

Пĕтĕм Балкан çурутравне çĕнтерсе илнĕ хыççăн хунсем 448 çулта хăйсен чаплă та мухтавлă патши ертсе пынипе Хĕвеланăç Европăна тухса каяççĕ. Вĕсем Бургундие, франксем пурăнакан çĕрсене çĕнтерсе илеççĕ. Хунсем Лютеция (хальхи Париж) хулине çĕмĕрсе кĕрсе çунтарса яраççĕ. Пĕтĕм Европа хунсем умĕнче чĕтренсе тăрать.

Çакна балкар тĕпчевçи И.М.Мизиев хăйĕн "История Карачаево-балкарского народа" кĕнекинче палăртать:

"В придунайских степях, на территории бывшей Малой Скифии гунны образовали свое новое государство во главе с легендарным вождем Аттилой, имя которого ученые возводят к тюркскому слову "Ата" — отец,

— çырать вăл. —

На протяженни всего V века Аттила вел в Европе самую активную политику, удерживая под своей властью множество европейских племен и народов, и никто не мог ему перечить в решении сложных международных вопросов этого времени".

  • 451 (çĕртме ,21): Орлеан парăнать.
  • 451 (çĕртме, 23): Аэци çарĕ килни тата çĕртме, 23-24 каçĕнче Аттил тухса каять .
  • 451 (çĕртме ,30 — утă пуçламăшĕ): Каталун хирĕснчи çапăçу. Аттил чакни.
  • 451 (çул вĕçĕ): итали кампанине хатĕрлени.
  • 451: (кăрлач): Аттилăн халалĕ.
  • 452 (нарăс): Итали компанине пуçлать.
  • 452 (çу, 1): Аквиле хупăрлама тытăнни.
  • 452 (çу, 25): Аквиле пĕтерсе хурать.
  • 452 (çу вĕçĕ –çĕртме, 20): хунсем пĕтĕм çурçĕр Италие туртса илет.
  • 452 (çĕртме вĕçĕ): Рим парăнас тесе сасăлать. Аттилпа Еленăн юратăвĕ.
  • 452 (утă, 4): Папа Аттил лагĕрне пырать.
  • 452 (утă, 5): Аттил Арăслан Папăпа тĕл пулать.
  • 452 (утă, 6): Аттил Рим çумĕнчен те, Италирен тухса каяссине пĕлтерет.
  • 452 (утă, 8): Аттил Рим патĕнчен каять.
  • 452 (çурла): Аттил Панони çĕрне çарсем ярать, Рима парăмсем илме элчĕсем ярать.
  • 452 (авăн – раштав вĕçĕ): хунсен Империн вар тата тухăç облаçĕсенче йĕркене лăплантарма харçăна çар ярать.
  • 453 (кăрлач - пуш): Аттил «Рим тĕнчи» çине пуш ,20 тухмалли «аслă харçăпа» каяс ĕçсене вĕçлет.
  • 453 (пуш, 15): Аттил Ильтĕке качча илет. Çав çулах вилет. Ăна ăçта пытарни пирки паянкун та пĕр шухăш çук. Пĕррисем Аттила Паннони (хальхи Венгри) çеçенхирне пытарнă теççĕ. Теприсем ăна Воеводинăри аслă уйра пытарнă теççĕ.

Ят тĕшне уйăрса палăртни

тӳрлет

Анăç тюркологсем шутланă тăрăх, Аттил ячĕ (е ИтилЬ) паллă патшан кăпчаксенче, огузсенче тата ытти халăхсенче юлнă ячĕ, Атăл (хыçалти — хытă) - пăлхарсенче, хасарсенче, чăвашсенче юлнă ячĕ. Хасарсен тĕп хули Итиль пулнă. Анчах та Кийӳ çырăвĕнче ăна хыçалти хытăллă варианчĕпе çирĕплетнĕ —АTYL.

Аттил ывăлĕсем

тӳрлет
  • гепид еликĕ ? (Аларих гепид ĕмпĕвĕн йăмăкĕ) çуратнă:
  • Паллă хун ăратĕнчен тухнă арăмĕ çуратнă:

Асăрхавсем

тӳрлет
  1. ^ Иордан, «Гетика», 178
  2. ^ Авалхи герман поэзин палăкĕнче — «Видсидăра» (IV—VII ĕмĕрсенче тунă) — хунсен çулпуçне Александр (Македонский) хыççăн тăратнă.

Вуламаллисем

тӳрлет
  • Николаев В. В., "Чуваши. Этническая история и традиционная культура.", Мускав, 2000.
  • Николаев В. В., "История предков чувашей. XXX в. до н.э. — XV в.н.э.", Шупашкар, 2005.
  • Тинехпи Петĕр Михалкки, "Чăваш историйĕ çинчен"
  • Мизиев И.М., "История Карачаево-балкарского народа"
  • Венелин Ю.И., "Готсен историйĕ"
  • Горбовский А., "Охотники за сокровищами"
  • Горбовский А., "Общество по изучению тайн и загадок земли"
  • "Именинник болгарских ханов"
  • Джон Мэн, Аттила, Мускав, "Эксмо", 2007.

Каçăсем

тӳрлет


Хунсен ĕмпĕвĕсем
Атăл | Ирнак | Моте | Пӳçӳйттан | Çиликкат | Çинçипул | Тинĕс | Улат | Хуханье | Эллак |

</noinclude>