Тикеш (Патăрьел районĕ)
Тикаш -Патăрьел районĕнчи ял. Пăлан сылтăм çыранĕнче, Патăрьел - Аслă Арапуç çул çинче вырнаçнă. Ялта клуб, фельдшер пункчĕ пур.
Тикаш
|
Истори
тӳрлетЯлпа юнашар 2 га лаптăкра ĕлĕххи хула вырăнĕ пур [1].
1616/1617 çулта Сĕве хулинчи ясак приход кĕнекисенче асăннă. Унта Хальхи Вăрмар районĕнчи Тикаш ялĕнчи чăвашсене (Юлгача Бетешев, Куттеш Избяковпа юлташĕсем) Пăлапа Хирсирма юханшывăсем хушшинче çĕр уйăрса панине çырнă. 1618/1619 çулсенчи кĕнекере тата Терюша Тенеметева асăннă. 1859 çулта ялта 24 кил, 94 арçын, 107 хĕрарăм. 1910 çулта - 63 кил, 342 çын. 1920 çулхи çурла уйăхĕн 3 Пăва уесне, каярах Çĕрпӳ уесне кĕнĕ. 1920 çулхи юпа уйăхĕн 5 хыççăн Çĕрпӳ уесĕн Йĕпреç районне кĕртнĕ. 1921 çулхи çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕнчен тытăнса 1927-мĕш çулччен Патăръел уесне кĕнĕ.
1927 çулхи юпа уйăхĕн 1 Мăн Патăръел районне кĕнĕ. 1935 çулхи пуш уйăхĕн 1 хыççăн Турхан районне, 1939 çулхи пуш уйăхĕн 7 хыççăн Первомайски районне, 1959 çулхи утă уйăхĕн 14 хыççăн хальхи вăхăт таран Патăръел районне кĕрет[2].
Асăрхавсем
тӳрлет- ^ Чăваш хулашĕсем
- ^ Чăваш Ен пурăнан вырăнсем 2014 ҫулхи Утӑ уйӑхӗн 20-мӗшӗнче архивланӑ.
Вуламалли
тӳрлет- А.П.Смирнов «Волжские булгары», Москва,1951.