Аморейсем вăтам Евфрат çинче.
Аморейсем, аморрейсем, аморитсем — авалхи Малти Азири аморейле калаçнă анăç семит юркăн халăхĕ.
Сутийсем (аморейсен тăван ячĕ, хăшпĕр çăлкуçсенче — аморей пĕрлешĕвĕнчи виçĕ йăхран пĕрин тăван ячĕ), хăйсен кăкне халаплă Суту мăнатте кăкĕнчен шутлаççĕ, ăна вĕсем Адампа Евăн виççĕмĕш ывăлĕпе — Сифпе (Шет — еврей тексчĕсенче) танлаштараççĕ. Тĕнче историн аренине аморейсем п. эрч. 3-мĕш пинçуллăхĕнче Сири çеçенхирĕнче, Ханаанпа Шумер хушшинче выльăх ĕрчетсе куçса çӳрекен семитсем евĕрлĕ тухаççĕ.
Аморейсем…
…
Пархи патшалăхĕ, Пархи Ен, Пархи — пирĕн эрăччен 250 çул тĕлне пулса тăнă, Каспи тинĕсĕнчен кăнтăр-тухăçалла, хальхи Туркменистанăн территоринче вырнаçнă авалхи патшалăх (çак территорин вырăнти халăхĕ — пархи иран йăхĕ). Хăйĕн мăнаç тытăмлăхĕнче (пирĕн эрăччен I ĕмĕрĕн варри) сĕмĕ Месопотамирен Инди чикки çитине сарăлнă.
Пархи патши Митридат I пирĕн эрăччен пирĕн эрăччен 170—пирĕн эрăччен 138/пирĕн эрăччен 137 Селевкидсен тухăç сатрапине — Персие, Месопотамин, Эрменин чылай пайне тата Грек-Бактри патшалăхăн Гиндукуш таран çĕрне туртса илет. 220-мĕш çулсенче арканса пĕтет.
Пархи патшалăхĕ…