Windows 2000 (çаплах Win2k, W2k е Windows NT 5.0, код ячĕ Cairo) — 32-битлă процессорлă ĕçлекен компьютерсен Microsoft компанин Windows NT çемьин операциллĕ системи.

300px
Windows 2000
300px
Windows 2000 ĕçлĕ сĕтел.
Тăвакан Microsoft
ОС çемьи Windows NT
Пĕрремĕш кăларăм 2000 çулхи нарăсăн 17-мĕшĕ[1]
Юлашки верси Çĕнетӳ пакечĕ 4 Update Rollup — 2005 çулхи çĕртмен 29-мĕшĕ[2]
Юлашки тĕрĕслев версийĕ Windows 2000 Professional Pre-Release (build 2031) —
1999 çулхи ака, 29
Тĕшĕсен тĕсĕсем Гибрид
Лицензи Microsoft EULA
Тăрăм 2010 çулхи утăн 13-мĕшĕнче тытса тăма пăрахнă[3]
Веб-сайт http://technet.microsoft.com/ru-ru/windowsserver/bb643141.aspx

Тупмалли

Кун-çулĕТӳрлет

Системăна 1994 çулта анонсăланă. Альфа-тĕрĕслеве 1995 çулăн пуçламăшĕнчен 1997 çулхи авăн уйăхĕччен ирттернĕ. Пĕрремĕш хут халăх умне системăн бета-версине 1997 çулхи авăнăн 27-мĕшĕнче кăларнă. Чăн малтанах системăн ячĕ Windows NT 5.0 пулнă, мĕншĕн тесен вăл Windows NT 4.0 хыççăнхи Windows NT программа хатĕрĕн пысăк версийĕ шутланнă. Анчах та 1998 çулхи юпан 27-мĕшĕнче вăл хăйĕн Windows 2000 пайăр ятне тивĕçет. Системăн финаллă версине 2000 çулăн нарăсăн 17-мĕшĕнче анлă усă курмалла кĕртеççĕ.

Windows 2000 версийĕ тăватă кăларăмпа тухнă: Professional (ĕçлев станцийĕ валли), Server, Advanced Server тата Datacenter Server (серверсенче усă курма). Унсăр пуçне, 64-разрядлă Intel Itanium процессорсемпе ĕçлемелли Windows 2000 Advanced Server Limited Edition тата Windows 2000 Datacenter Server Limited Edition пулнă.

Каярах Windows 2000 версине Windows XP операциллĕ системăсемпе (клиент енче) тата Windows Server 2003 (сервер енчен) улăштарнă. 2005 çул тĕлне, Windows 2000 хатĕрĕпе пысăк компанисенче усă кураççĕ.

Çĕнĕлĕхсем, Windows NT 4.0 танлаштарсанТӳрлет

АсăрхавсемТӳрлет

  1. ^ Microsoft Releases Windows 2000 to Manufacturing (Акăлчан). Microsoft (1999 çулхи раштавăн 15-мĕшĕ). Тĕрĕсленĕ 21 Çу уйăхĕн 2010.
  2. ^ Microsoft Windows2000-не "уйрăлу парни" туянтарнă, Cybersecurity.ru (çĕртме, 29 - 2005). Тĕрĕсленĕ 21 Çу уйăхĕн 2010.
  3. ^ Поиск сведений о жизненном цикле продуктов корпорации Майкрософт — Windows 2000(2010 çулхи Çу уйăхĕн 21-мĕшĕнче тĕрĕсленĕ.)

КаçăсемТӳрлет

ВуламаллиТӳрлет

  • Энди Ратбон, Шерон Крауфорд Windows 2000 Professional для "чайников" = Windows 2000 Professional For Dummies. — М.: «Диалектика», 2000. — С. 352. — ISBN 0-7645-0641-2