Викен (авалхи тӑрӑх)

Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Викен пăхăр.

Викен (норв. Viken — «бухта, ансӑр кӳлмек») — Скандинави ҫурутравӗн кӑнтӑр енче выртакан Норвегин авалхи тӑрӑхӗ[1], Каттегат тинӗс пырӗ патӗнче вырнаҫнӑ. Викингсен тапхӑрӗнче — Норвегин кӑнтӑр-тухӑҫ пайӗнчи Осло-фьорд тавралӑхӗнчи тӑрӑх. Культура центрӗ Осло хулинче вырнаҫнӑ пулнӑ, анчах та тӑрӑхӑн тӗп хули ӗлӗк Борре пулнӑ. Ку тӑрӑх шутне Вестфолл, Эстфолл, Ранрики, Вингулмарк тата Бохуслен авалхи провинцисем кӗнӗ. Халӑхсен аслӑ куҫӑвӗн тапхӑрӗнче Викен вӑйлӑ ҫирӗпленнӗ тӑрӑх пулнӑ.

Викен
Пӗлтерӗшлӗ ҫын Сигурд Змееглазый[d]
Патшалӑх
Викен на карте
Викен
Викен

«Викинг» (víkingr) сӑмах чи малтан «Викен ҫынни»[1] тенине пӗлтернӗ текен теори пур, кайран тин вара, мӗнпур скандинавсене анлӑн илсе вӑтам ӗмӗрсенчи кунти пӗтӗм халӑха ҫак сӑмахпа палӑртма пуҫланӑ. Анчах та Викенра пурӑнакан мӗнпур халӑха вӑтам ӗмӗрсенчи ҫӑлкуҫсенче «викинг» мар, урӑхла — vikverjar е vestfaldingi (Вестфоллӑран)[2] тенӗ.

Ӑнлантарусем

тӳрлет
  1. ^ 1 тата 2 Викен / В. В. Рогинский // Великий князь — Восходящий узел орбиты [Электронный ресурс]. — 2006. — С. 303. — (Большая российская энциклопедия : [в 35 т.] / гл. ред. Ю. С. Осипов ; 2004—2017, т. 5). — ISBN 5-85270-334-6.
  2. ^ Nordic Dreams : Библиотека : Викинги: легенды и реальность. Походы викингов 2007 ҫулхи Юпа уйӑхӗн 14-мӗшӗнче архивланӑ.

Вуламалли

тӳрлет
  • Викен / В. В. Рогинский // Великий князь — Восходящий узел орбиты [Электронный ресурс]. — 2006. — С. 303. — (Большая российская энциклопедия : [в 35 т.] / гл. ред. Ю. С. Осипов ; 2004—2017, т. 5). — ISBN 5-85270-334-6.
  Ку статьяна Википедин Вырӑс уйрӑмӗнчи Викен (историческая область) статьяна чӑвашла куҫарса хатӗрленӗ.