Тибетçĕсем
Тибе́тçĕсем — син-тибет чĕлхесен йышне тибет чĕлхипе пуплекен Тибетре пурăнакан халăх. Йышĕпе 5,4 млн çын. Тĕне тытассипе — ытларах буддăçсем. Тахçантанпах тибетçĕсен ламтайĕсем Цангпо юханшывăн вăтам юхăмĕнчи çĕрсенче пурăннă.
Тибетçĕсем | |
Хальхи вырнаçăвĕ тата йышĕ | |
---|---|
Пурӗ: 5,4 млн[1] Китай (Тибет), Инди, Непал, Бутан, Балтистан. | |
Чĕлхе | тибет, китай |
Тĕн | тибет буддизмĕ, бон |
Расă тĕсĕ | монголоидсем |
Тăван халăхсем |
Гималайри урăх халăхсем |
VII ĕмĕртенпе брахми инди çырăвне никĕсне хывнă хăйĕн алфавичиллĕ çырулăхĕпе усă кураççĕ.
Ареалĕ тата йышĕ
тӳрлетЮтçĕрти тибетçĕсем
тӳрлетТибетçĕсен Кăнтăр Азири çĕршывсенчи диаспори Тибете Китай Халăх Республики 1950-мĕш çулта вăйпах ярса илнĕ, çаплах политиăри тата культурăри элита туçи çĕршывĕнчен 1959-мĕш çулта пăлханнă хыççăн чăмăртанса йĕркеленме тытăннă. Çакăнтанпа татах темиçе хумпа тибетри халăх тăван çĕртен юхнă. Таркăнсен чылайăрахăшĕ Индие çитнĕ, унти правительство вĕсене пулăшма хатĕр пулнă. Тибет таркăнĕсене тĕпленсе пурăнмашкăн патшалăхăн çурçĕр-анăçĕнчи, çурçĕр-тухăçĕнчи территорие панă; çаплах вĕсене гуманитари пулăшăвĕпе тивĕçтернĕ. Инди влаçĕсем тибетçĕсене пĕрлерех вырнаçма, хăйсен вырăнти тытăмлăхĕн органĕсене тума чарман[2].
Хальхи вăхăтра тибетçĕсем пĕрлен Химачал-Прадеш, Уттарханд, Уттар-Прадеш, Анăç Бенгали, Аруначал-Прадеш, Карнатака, Одиша штатсенче, Дели тĕп хулара пурăнаççĕ[3]. Вĕсен эмиграцири регистрациленĕ йышĕ 2010 çулта 128 пин çынна çитнĕ, вĕсенчен 95 пинĕ — Индире[4]. Тибетçĕсене Китай, Непал тата Инди чиккисем урлă пĕрмай куçса çӳренипе пĕтĕмĕшпех шутласа илме май пулман. Тибетçĕсем Анăç Европăри тата Çурçĕр Америкăри çĕршывсене, кăштах Раççее те, куçса килнĕ. Раççей Федерацинчи буддизм тĕнĕн йăлипе пурнакан регионсенче (Буряти, Калмыки, Тува) тибетçĕсен общинисем тĕн тата пĕрлĕх пурнăçĕнче хăйсен вырăнне йышăнаççĕ.
Субэтноссем, чĕлхе тата тĕн
тӳрлетЭтноссен историйĕ
тӳрлетХуçалăх тата пĕрлĕх
тӳрлетМатериаллă тата хакаллă культура
тӳрлетМатериаллă культура
тӳрлетТибетçĕсем ялсенче те, хуласенче те (хуласени урамсене храм комплексĕсем таврашĕнче хывнă) пурăнаççĕ. Тибетçĕсен архитектурăра авалхи йăла йĕрки хуçаланать, кил-çурт тата дворец тăвассине, этеплĕ çурт-йĕре тăвассине буддизм, инди тата китай архитектуринчи стильсем витĕмленĕ.
Тибетри медицина
тӳрлет
Фольклор, халăх йăлисем тата уявсем
тӳрлетÇав. пекех
тӳрлетЛитература
тӳрлет- Тибетцы // Народы мира. Историко-этнографический справочник., М.: «Советская Энциклопедия», 1988, стор. 439—440(выр.)
- Кузьмин С. Л. Скрытый Тибет. История независимости и оккупации. — СПб.: издание А.Терентьева, 2010. [1](выр.)
- Про тибетців на www.china.org.cn, Китайському інформаційному Інтернет-центрі(выр.)
- Решетов А. М., Яковлев А. Г., К вопросу о социально-экономических отношениях у тибетцев в первой половине XX в. // в кн. Социальная история народов Азии., М., 1975(выр.)
- Кычанов Е. И., Савицкий Л. С. Люди и боги страны снегов., М., 1975(выр.)
- Snellgrove D. L., Richardson H. E. A cultural history of Tibet., Boulder, 1980(акăлч.)
- Kapstein M. The Tibetans. — John Wiley & Sons, 2013. — ISBN 9781118725375
Асăрхавсем
тӳрлет- ^ chapter01.doc.
- ^ Урбанаева И. С. Дхарамсала и мир тибетской эмиграции. Улан-Удэ, 2005.
- ^ The Tibetan Community in India. Berne-Wabern: Staatssekretariat für Migration, 2013.
- ^ Tibet in exile, Central Tibetan Administration, http://tibet.net/about-cta/tibet-in-exile/ 2017 ҫулхи Ҫу уйӑхӗн 30-мӗшӗнче архивланӑ. (last accessed January 15, 2017).
Каçăсем
тӳрлет- Тибетцы Викиампарта
- Тибетская национальность. Статья на сайте Китайского информационного Интернет-центра. (2011 çулхи Ака уйӑхӗн 25-мĕшĕнче тĕрĕсленĕ.)
- Тибетцы на сайте etnolog.ru
- Карты с долей народов по уездам КНР
- Тибетцы могут жить высоко в горах благодаря редкому гену. Русская служба Би-би-си (2014-07-03). Тĕрĕсленĕ 30 Авӑн уйӑхӗн 2014.