Солнце
Солнце - Чĕмпĕр обласĕнчи Чăнлă районĕнчи ял. Чăваш ялĕ тесе шутламалла. Унăн оригиналла чăвашла ячĕ пурррипе çукки паллă мар.
Солнце
Солнце
|
Истори
тӳрлетЯла 1923-мĕш çулта Анатри Тимĕрçен çыннисем никĕсленĕ[1]. 2014-мĕш çул тĕлне яла çутçанталăк газĕ çитнĕ. Çак пулăма чаплăн уявланă чухне Патшалăх Думин депутачĕ Владислав Третьяк тата Чĕмпĕр облаç Саккун палăртакан пухăвăн депутачĕ Владимир Камеко пулнă[1]. Çак вăхăтран пуçласа Чăнлă районне газификацилесси 88% çитнĕ. Мĕнпурĕ ку ялти 23 киле газ çитнĕ. Эппин кашни килех мар. Мĕншĕн тесен ялта пурĕ 40 кил, вĕсенчен 33-шĕнче килти хуçалăхпа аппаланакансем пур[1].
Йыш
тӳрлет2014-мĕш çулхи декабрĕн 1-мĕшĕ тĕлне ялта 128 çын пурăннă[1].
Хаçатсем
тӳрлет"Чăнлă хыпарĕсем" кашни эрнере тухать.
Паллă çынсем
тӳрлет- Гусарова Елена — Аслă Накаткин ял тăрахĕн гербĕн идейине сĕннĕ çын[2].
Асăрхавсем
тӳрлет- ^ 1, 2, 3 тата 4 В посёлок Солнце Цильнинского района пришёл природный газ.
- ^ ГЕРБ МУНИЦИПАЛЬНОГО ОБРАЗОВАНИЯ "БОЛЬШЕНАГАТКИНСКОЕ СЕЛЬСКОЕ ПОСЕЛЕНИЕ" ЦИЛЬНИНСКОГО РАЙОНА УЛЬЯНОВСКОЙ ОБЛАСТИ. 2018 ҫулхи Ҫу уйӑхӗн 12-мӗшӗнче архивланӑ.