Сапожников Геннадий Игнатьевич

Сапожников Геннадий Игнатьевич, (1933 çулхи чӳк уйăхĕн 1-мĕшĕ Хирлеппуç Мĕлĕш, Элĕк районĕ Чăваш АССР, РСФСР, ССРП — 2004 çулхи утăн 29-мĕшĕ, Мускав хули) — совет/раççей/чăваш биологĕ, биологи ăслăхĕсен тухтăрĕ.
Геннадий Игнатьевич Сапожников | ||||
![]() | ||||
Çуралнă вăхăт: | 1941 çул, чӳк, 1 | |||
---|---|---|---|---|
Çуралнă вырăн: | Хирлеппуç Мĕлĕш ялĕ, Элĕк районĕ, Чăваш АССР, РСФСР, ССРП | |||
Вилнĕ вăхăт: | 2004 çул, утă, 29 | |||
Вилнĕ вырăн: | Мускав, РФ | |||
Патшалăх: |
Раççей Федерацийĕ | |||
Ăслăх сфери: | ихтиопатологи, паразитологи | |||
Ĕç вырăнĕ: | ВИГИС | |||
Ăсчах степенĕ: | биологи ăслăхĕсен тухтăрĕ | |||
Альма-матер: | Хусанти ветеринари институчĕ | |||
Чыславсемпе парнесем |
|
Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ăслăх ĕçченĕ (2003)[1].
Биографи Тӳрлет
Геннадий Сапожников 1933 çулхи чӳк уйăхĕн 1-мĕшĕнче Хирлеппуç Мĕлĕш ялĕнче хресчен килйышĕнче çуралнă.
1951 çулта Элĕкри И. Я. Яковлев ячĕллĕ вăтам шкулта вăтам пĕлӳ илнĕ, 1956 çулта Хусанти Н.Э. Бауман ячĕллĕ ветеринари институтĕнчен питĕ лайăх паллăсемпе вĕренсе тухнă.
Виççĕ çул Казахстанра ветеринари тухтăрĕ, çиччĕ çул Чăваш АССР Канаш районĕнчи Ямаш ялĕнче ветучасток ертӳçи вырăнĕнче, Чăваш АССР Тăвай районĕн тĕп ветеринари тухтăрĕ пулса, республикăри ветеринари лабораторин эпизоотологи уйрăмĕн ертӳçи пулса тăрăшнă.
1965-1967 çулсенче Пĕтĕм Раççейри К. И. Скрябин ячĕллĕ Гельмонтологи Ăслăх-Тĕпчев Институчĕн (ВИГИС) аспиратуринче вĕренет. 1967-1968 çулсенче ВИГИС ăслăх кĕçĕн, хыççăн аслă ĕçтешĕ пулса тăрать.
1978-1993 çулсенче пулă чирĕсен лабораторине ертсе пынă.
1994-2001 çулсенче РФ ял хуçалăх министерствин ветеринари тухтăрĕ-ихтиопаталогĕ.
2001 çултанпа ВИГИС ăслăх ĕçтешĕ.
2004 çулхи утăн 29-мĕшĕнче Мускав хулинче куçне ĕмĕрлĕхех хупнă.
Ăслăх ĕçĕсем Тӳрлет
Г.И. Сапожников 312 ăслăх ĕçне çырса пичетленĕ. Пиллĕк кĕнеке хатĕрлесе кăларнă. 18 ăслайпа 3 рационализаторла сĕнӳ авторĕ, 30 нормăпа техника докуменчĕсене туса хатĕрленĕ.
Чыслани Тӳрлет
Геннадий Игнатьевича «Ӗç ветеранĕ», «Мускав 850 çул тултарнă ятпа» медальсемпе, «Раççей пулă хуçалăхĕн хисеплĕ ĕçченĕ» паллăпа, К.И. Скрябин академик çуралнăранпа 100 çул çитнине хисеплесе кăларнă медальпе, ВДНХ 5 кĕмĕл медалĕпе чысланă. Биологи наукисен тухтăрне хамăр çĕр-шывра та, чикĕ леш енче те лайăх пĕлеççĕ.
Вуламалли Тӳрлет
- Косяев, Н. И. Сапожников Геннадий Игнатьевич / Н. И. Косяев // Чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2009. – Т. 3 : М-Се. – С. 625.
- Терентьев, Г. К. Сапожников Геннадий Игнатьевич / Г. К. Терентьев // Аликовская энциклопедия = Элӗк энциклопедийӗ. – Чебоксары, 2009. – С. 458-459.
Асăрхавсем Тӳрлет
Каçăсем Тӳрлет
- Чĕрчунсен чирĕсене тĕпчекен(чăв.)
- Ҫулталӑк кӗнеки=Книга года Архивленĕ 29 Ҫурла уйӑхӗн 2017 çулта.