Погильдяков Вениамин Васильевич
Вениамин Васильевич Погильдяков (16.09.1926, Çтюххаль ялĕ, Похвиçнĕ районĕ, Куйбышев облаçĕ, РСФСР, ССРП — 7.8.2001, Шупашкар, Чăваш Республики, РФ) — чăваш çыравçи тата кинодраматургĕ.
Вениамин Погильдяков | |
Çыравçăн сăн ӳкерчĕкĕ | |
Çуралнă вăхăт: | 1926 çулхи авăнăн 16-мĕшĕ |
---|---|
Çуралнă вырăн: | Çтюххаль ялĕ, Похвиçнĕ районĕ, Куйбышев облаçĕ, РСФСР, ССРП |
Вилнĕ вăхăт: | 2001 çулхи авăнăн 7-мĕшĕ |
Вилнĕ вырăн: | Шупашкар, Чăваш Ен, РФ |
Гражданлăх: | ССРП РФ |
Ĕçлев тĕсĕ: | çыравçă, кинодраматург |
Жанр: | проза |
Ĕçсен чĕлхи: | чăваш, вырăс |
Пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ
тӳрлет1926 çулхи авăн уйăхĕн 16-мĕшĕнче Куйбышев облаçĕн Похвиçнĕ районĕнчи Çтюххаль ялĕнче хресчен килйышĕнче çуралнă. Пăхăрăсланри вĕрентекенсен институтĕнче, Пĕтĕм Союзри патшалăх кинематографи институтĕнче вĕреннĕ[1][2].
Ăренпурти «Комсомольское племя», Куйбышеври «Волжский комсомолец» тата Шупашкарти «Молодой коммунист» редакцийĕсенче ĕçленĕ. Чăваш телекурав студийĕн çамрăк кăларăмĕсен редакторĕ пулнă.
Хăйĕн пĕрремĕш калава «Бугурусланская правда» хаçатра пичетленĕ.
СССР кинематографисчĕсен[3] тата çыравçисен[4] пĕрлешĕвĕсен пайташĕ пулнă.
2001 çулхи авăнăн 7-мĕшĕнче вилнĕ.
Кил-йышĕ
тӳрлет- Арăмĕ — Погильдякова (Башарова) Венера Ибрагимовна.
- Хĕрĕ — Погильдякова Изида Вениаминовна (1961 ç. çуралнă).
- Ывăлĕ — Погильдяков Артём Вениаминович (1964 ç. çуралнă)[1].
Ĕçĕсем
тӳрлетПроза
тӳрлетВениамин Погильдяковăн пĕтĕмпе аллă ытла кĕнеке, статья тата очерк пичетленсе тухнă[4]:
- «Курай» (1980, повеçе темиçе чĕлхе куçарнă);
- «Тамăк»;
- «Вторая жизнь» (1953);
- «Живыми в землю не ложатся» (1968);
- «Экзамен» (1970);
- «Войди в мой дом»;
- «Прошу слова»;
- «Тихо: идут экзамены» т. ыт. те.
Режиссёр ĕçĕсем
тӳрлетАсăрхавсем
тӳрлет- ^ 1 тата 2 Вениамин Погильдяковăн автобиографийĕ (выр.).
- ^ Çулталăк кĕнеки. Знаменательные и памятные даты Чувашии. 16 сентября (выр.).
- ^ Справочник Союза кинематографистов СССР 1981 года / сост. Г. Мирнова. — М.: БПСК, Московская типография № 6.
- ^ 1 тата 2 Арланова, Е. Писатель-киносценарист (к 80-летию со дня рождения В. В. Погильдякова). — 2006-09-14.
Вуламалли
тӳрлет- Чăвашла
- Алентей, В. Курай сасси // Коммунизм ялавĕ. — 1976-09-18.
- Михайлов, Э. Чăваш çыравçисен вырăсла хайлавĕсем // Тăван Атăл. — 2004. — № 2. — С. 66–67.
- Ялкир, П. Самар çыравçисем // Хыпар. — 2000-02-01.
- Вырăсла
- Тимуков, А. Н. Погильдяков Вениамин Васильевич // Краткая чувашская энциклопедия. — Шупашкар: 2001. — С. 327.
- Дмитриев, А. Зов курая // Советская Чувашия. — 1986-09-16.
- Плотников, Ю. И в книгах, и на экране… // Молодой коммунист. — 1976-09-18.