Пиçенер
Пиçенер — Чăваш Енĕн Элĕк районĕн ялĕ. Вăл Юнтапа ял тăрăхĕ шутне кĕрет.
Пиçенер
|
Халăх йышĕ, ял тытăмĕ
тӳрлетПиçенерте 134 çын (2006) пурăнать. Урамĕсем: Иванов, Пролетари, Совет, Çырма, Улăх урамĕсем. Халĕ яла газ кĕртнĕ.
1781 çулта ялта 14 кил шутланнă, 1859 çул тĕлне — 35 кил, 118 арçынпа 126 хĕрарăм, 1907 — 351 çын, 1926 ç. 81 килте 376 çын пурăннă.
Тавралăхĕ
тӳрлетЯл çумĕпе Сурăм шыв юхать. Пиçенер Элĕкрен тухăç еннелле 12 çухрăмра вырнаçнă.
Этимологи
тӳрлет"Пиçенер" гироним — мари чĕлхинчен кĕнĕ теме пулать. Çавăн ятлă юханшыв та пур район çĕрĕнче. Пиçенер сăмаха чăвашла куçарсан (пиçе — хăвăрт + энгер — шыв) хăвăрт юхакан шыв тенине пĕлтерет.
Истори
тӳрлет1917 çултанпа 1927 çулчен Етĕрне уесĕн Асакасси вулăсне кĕнĕ.
1927 çулхи юпа уйăхĕн 1 Элĕк районне, 1962 çулхи раштав уйăхĕн 20 хыççăн Вăрнар районне кĕнĕ. 1965 çулхи пуш уйăхĕн 14 хыççăн каллех Элĕк районне кĕртнĕ.
Паллă çынсем
тӳрлет- Митрасов Юрий Никитич, ЧР тава тивĕçлĕ ăслайçи (2003), хими ăслăхĕсен тухтăрĕ (2006), профессор.
- Михайлов Анатолий Тимофеевич, — ЧР тава тивĕçлĕ юрисчĕ.
Вуламалли
тӳрлет- Л. И. Ефимов, "Элĕк Енĕ", Элĕк, 1994.
- "Аликовская энциклопедия", редколлегия: Ефимов Л.А., Ефимов Е.Л., Ананьев А. А., Терентьев Г. К., Шупашкар, 2009, ISBN 978-5-7670-1630-3.
- "Аликовскому району 75 лет", Л. А. Ефимов хатĕрленĕ, Шупашкар, 2002.
Каçăсем
тӳрлетКу Чăваш Енĕн географипе вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |