Патирек
Патирек, — Чăваш Енĕн Шăмăршă районĕнчи ял.
|
Хырла юханшывĕн сылтăм çыранĕнче вырнаçнă. Ялăн айлăмрах пайĕнче вырăссем пурăнаççĕ. Ытти тĕлте чăвашсем тата тутарсем. Юлашкинчен асăннисем — чи йышлисем.
Халăх йышĕ, ял тытăмĕ
тӳрлет2010-мĕш çулхи çыравпа ялта 511 çын, çав шутра 248 арçын, 263 хĕрарăм пурăннă[2].
Истори
тӳрлет1939 çулхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче Мишер Патирекпе Чăваш Патиреке пĕрлештерсе туса хунă.
1920 çулхи утă уйăхĕн 29 вăл ялсем Пăва уесне, каярах Çӳрпӳ уесне кĕнĕ. 1920 çулхи юпа уйăхĕн 5 хыççăн Çĕрпӳ уесĕн Йĕпреç районнĕ, 1921 çулхи çĕртме уйăхĕн 22 хыççăн Патăръел уесне кĕртнĕ. Ку пĕтĕм тапхăрта ял Шăмăршă вулăсĕнче шутланнă.
1927 çулхи юпа уйăхĕн 1-мĕшĕ хыççăн икĕ ялĕ те Шăмăршă районне кĕнĕ. 1929 çулхи юпа уйăхĕн 1-мĕшĕ хыççăн Мишер Патирек ялĕ Шăнкăртан районне, каярахпа, 1939 çулхи нарăçăн 22-мĕшĕ хыççăн, каллех Шăмăршă районне кĕнĕ.
1929-1939-мĕш çулсенче ял, Чăваш АССРĕнче тутар ялĕсенчен тăракан Шăнкăртам районĕ туса хунине кура, Чăваш Патирек тата Тутар Патирек текен пайсенчен тăрать.
1962 çулхи раштав уйăхĕн 20 хыççăн пĕрлешнĕ ял Патăръел районне кĕнĕ. 1965 çулхи пуш уйăхĕн 14 хыççăн хальхи вăхăтченех Шăмăршă районне кĕрет.
Паллă çыннисем
тӳрлет- Лашман Степан Митрофанович, чăваш çыравçи, сăвăçи, драматургĕ.
- Романова Зоя Васильевна, чăвашларан вырăсла илемлĕ литературăна куçаракан.
Вуламалли
тӳрлетСтатьян çак пайне халлĕхе çырман. Википедине хутшăнакан ĕмĕчĕпе, çак вырăнтаятарлă пай.
Эсир çак пая çырса проекта пулăшма пултаратăр. |
Асăрхавсем
тӳрлетКаçăсем
тӳрлет- Чăваш Енри пурăнан вырăнсем 2018 ҫулхи Ака уйӑхӗн 26-мӗшӗнче архивланӑ.
- Чăваш энциклопедийĕ
- Чăваш Патирекре ФАП уçнă
Ку Чăваш Енĕн географипе вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |