Ошья

Куеда районӗнчи ял
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Ошья (пӗлтерӗшсем) пăхăр.

ОшьяПермь Енри Куеда районӗнчи сала, Ошья ял тӑрӑхӗн центрӗ. Буй юханшыв юппин Ошья юханшывӗ хӗрринче вырнаҫнӑ.

Ошья
Патшалӑх
Администрацин тӗп вырӑнӗ Ошьинское сельское поселение[d][1]
Административлӑ-территориллӗ пай Ошьинское сельское поселение[d][1]
Халӑх йышӗ
  • 602 чел. (2010)[2]
Почта индексӗ 617720
Ошья на карте
Ошья
Ошья

Ял кун-ҫулӗ

тӳрлет

Пӗрремӗш хут, Ошья касси тесе, 1816 ҫулта асӑннӑ, 1860 ҫулта Михаил-Архангельск чиркӗвне туса лартнӑ хыҫҫӑн сала статусне илнӗ. 1923 ҫулчен Ошья Пермь кӗпӗрнинчи Оса уесӗн Ошья вулӑсӗн центрӗ шутланнӑ, кайран, 2006 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗ хыҫҫӑн — Ошья ял канашӗн.

1930 ҫулта Ошьяра Сталин ятлă колхоз йӗркеленнӗ, 1951 ҫулхи пушӑн 1-мӗшӗнче вӑл пысӑкланнӑ (Сталин ятли, «Заветы Ильича», «Первомайка» тата «Фронтовик» ял хуҫалӑх эртелӗсем пӗрлешнӗ), 1961 ҫулхи нарӑсӑн 10-мӗшӗнче колхоз Ильич ятлă пулса тӑнӑ. 1932 ҫулхи пуш уйӑхӗн 28-мӗшӗнчен пуҫласа 1958-мӗш ҫулччен ялта Мӑн Кусты машинӑпа трактор станцийӗ (МТС) вырнаҫнӑ пулнӑ. 1944—1954 ҫулсенче ялта ача ҫурчӗ пулнӑ. 1950-мӗш ҫулсенче ҫу савучӗ (каярахпа — Куеда ҫу савучӗн участокӗ) ӗҫленӗ.

Хальхи тӑрӑм

тӳрлет

Ялта Ильич ятлă колхоз ӗҫлет, Куеда вӑрман хуҫалӑхӗн Ошья вӑрманлӑхӗ, сельпо, почта уйрӑмӗ, пульница участокӗ, аптека пункчӗ пур. Вӑтам шкул, ача пахчи, Культура ҫурчӗ, вулавӑш (1909 ҫултанпа), Сӑваплӑ-Алексий чиркӗвӗ (1893 ҫулта ҫӗнетнӗ Михаил-Архангельск чиркӗвĕ) ӗҫлеҫҫӗ. Ял ҫывӑхӗнче Куеда ландшафт заказникӗ (1993 ҫулхи нарӑсӑн 18-мӗшӗнче йӗркеленӗ) пур, ытларах енӗпе унта хурӑнпа ӑвӑс ӳсеҫҫӗ, ҫавӑн пекех вӗсем хушшинче ҫӑка, кӑштӑркка хурама, шӗвӗр ҫулҫӑллӑ вӗрене тата ытти ҫулҫӑллӑ йывӑҫсем тӗл пулаҫҫӗ, ҫавӑн пекех лӑсӑллӑ хыр тата чӑрӑш вӑрманӗсем пур.

Çуралса ÿснĕ паллă ҫынсем

тӳрлет

Вахонин, Иван Матвеевич (24.10.1887—08.08.1965), вырӑс ӳнерҫи-пейзажист.

Халăх йышӗ улшӑнни

тӳрлет
  • 1834 ҫул — 246 ҫын.
  • 1869 ҫул — 545 ҫын.
  • 1926 ҫул — 1 206 ҫын.
  • 2002 ҫул — 641 ҫын.

Ӑнлантарусем

тӳрлет

Литература

тӳрлет
  • Шумилов Е. Н. Твоя малая родина: Краткий историко-топонимический справочник. 4-е изд., испр. и доп. Пермь, 2005. 111 с.

Каҫăсем

тӳрлет
  Ку статьяна Википедин Вырӑс уйрӑмӗнчи Ошья статьяна чӑвашла куҫарса хатӗрленӗ.