Орапакасси, — Чăваш Енĕн Етĕрне районĕнчи ял. Ялта «Клолсок» ача сачĕ ĕçлет. Лавкка пур. Етĕрнерен 10 çухрăмра, Шупашкартан 76 çухрăмра, Çĕмĕрлерен 61 çухрăмра ларать.

Орпакасси
выр. Орабакасы
Ялав Герб
Ялав Герб
Патшалăх Раççей
Федераци субъекчĕ Чăваш Ен
Муниципаллă район Етĕрне районĕ
Ял тăрăхĕ Пĕрçырлан
Координатсем 55°52′16″ с. ш. 46°16′10″ в. д.HGЯO{{#coordinates:}}: нельзя иметь более одной первичной метки на странице
Наци йышĕ чăвашсем
Вăхăт тăрăхĕ UTC+4
Телефон кочĕ +7 83547
Почтă индексĕ 429064
Автомобиль кочĕ 21, 121
ОКАТО кочĕ 97 253 855 007
Орапакасси (Раççей)
Точка
Орапакасси (Чăваш Ен)
Точка
Орапакасси урамĕ

Халăх йышĕ, ял тытăмĕ

тӳрлет

2010-мĕш çулхи çыравпа ялта 284 çын, çав шутра 148 арçын, 136 хĕрарăм пурăннă[2]. Ялта пурĕ 123 кил, 314 çын пурăнать.

Истори

тӳрлет

1927 çулчен Етĕрне уесĕн Палтай вулăсне кĕнĕ. 1927 çулхи юпа уйăхĕн 1 пуçласа хальхи вăхăтчен Етĕрне районне кĕрет.

Ефим Семенович Долгов ватă çын каласа панă тăрăх ял çыннисем Урак (Вырăк) паттăр йăхĕнчен. Ура-па-касси сăмахĕ Урак-паттăр-касси сăмахĕсенче пулнă имĕш. В.Д. Димитриев академик анчах урăхла шутлать. Вăл шутланă тăрăх ял Палтайран уйрăлса пулнă. Халăх сăмахĕпе килĕшӳллĕн ял ячĕ «урапа» сăмахĕнчен пулса кайнă (ялта урапа ăстисем пурăннă пулĕ).

Паллă çыннисем

тӳрлет

Асăрхавсем

тӳрлет

Каçăсем

тӳрлет