Мускаври оперетта театрĕ

(Мускав оперетти ҫинчен куҫарнӑ)

{{#coordinates:}}: нельзя иметь более одной первичной метки на странице

«Мускаври оперетта» театрĕ
Театр «Московская оперетта»

Театр çурчĕ çине çӳллĕ вертикаллĕ плакат çакнă, 2013 çул
Театр тĕсĕ мусăк
Йĕркеленĕ 1927, чӳк, 24
Йĕркелевçĕ Григорий Ярон
Жанрсем оперетта, мюзикл
Театр çурчĕ
Вырнаçу РФ, Мускав
Адресĕ Мăн Дмитровка урамĕ, 6
Телефонĕ +74959255050
Метро Театральная
Координатсем 55°45′37″ с. ш. 37°36′59″ в. д.HGЯO
Архитектор К. В. Терский, Т. Я. Бардт
Ертӳлĕх
Пултарулăх ертӳçи Владимир Тартаковский
Тĕп дирижёрĕ Константин Хватынец
Тĕп балетмейстерĕ Борис Барановский
Тĕп хормейстер Станислав Майский
Тĕп ӳкерçĕ Владимир Арефьев
Каçăсем
Официаллă сайт

Мускаври патшалăхăн академикăллă опере́тта театрĕ[1], кĕск. ячĕ «Мускав оперетти» е ахаллĕн Мусоперетти — Мускаври мусăк театрĕ, ССРП патшалăхăн пĕрремĕш оперетта театрĕ.

Истори

тӳрлет

Харпăр театр

тӳрлет

1922 çулта ССРП çĕнĕ экономика политики эпохинче Мăн Дмитровка, 17 çурт адресĕпе, Дмитровка театрĕн çуртĕнче харпăр Мускаври оперетта театрне уçнă. Çак вырăнта К. С. Станиславский тата Вл. И. Немирович-Данченко ячĕллĕ мусăк театрĕн çуртне хăпартнă. Театрăн тăвăр пӳлĕмĕнче спектакльсене çулталăкăн сивĕ тапхăрĕнче кăна лартнă, çуркунне вĕçĕнче вара пултарулăх коллективĕ «Эрмитаж» садĕнчи Тĕкĕрлĕ театрне куçнă.

1925 çулта Мускаври мусăк камичĕн театрĕ пулса тăнă. 1926 çулта ăна хупнă хыççăн Николай Бравин ертсе пынипе «Оперетта артисчĕсен ĕçлев ушкăнĕ» «Альказар» варьете-театрĕнче 1926/27 çулсенче ĕçленĕ. Çак коллективран Мускаври патшалăхăн оперетта театрне туса хунă.

Патшалăх театрĕ

тӳрлет

Театр çурчĕ

тӳрлет
 
Кузнецкий Мост урамне тухакан театр корпусĕ


Труппа

тӳрлет

Чи малтанах театр сцени çинче ĕçленĕ актрисăсем: З. Л. Светланова, Т. Я. Бах, А. Г. Цензор, К. М. Новикова, Р. Ф. Лазарева, Е. Л. Легат, Е. Д. Щетинина, В. К. Павловская. Арçын актёрсен пĕрремĕш йышĕнче пулнисем: Н. А. Дашковский, Н. М. Бравин, В. С. Володин, К. Д. Греков, Д. С. Давыдов, Д. Ф. Джусто, Г. М. Ярон (каярах — режиссёр), В. А. Кларов, А. П. Елизаветский, М. И. Кобрин, В. А. Щавинский.

Театр оркестрне Ф. Ф. Эккерт ертсе пынă. Балетмейстер вырăнне В. Н. Кузнецова, ӳкерçĕ вырăнне — Е. Соколова сĕннĕ. Театр хорĕнче хăйсен карьерине каярах чаплăха театр солисчĕсем Е. Я. Лебедева тата М. А. Качалов пуçланă.

Мускаври оперетта театрĕнче тĕрлĕ çулсенче хăйсен пултарулăхне катартнă: Серафим Аникеев, Зоя Белая, Александр Горелик, Митрофан Днепров, Елена Малукова, Василий Алчевский, Николай Рубан, Татьяна Санина, Капитолина Кузьмина, Татьяна Шмыга, Анатолий Пиневич, Владимир Канделаки (çаплах — режиссёр), Юрий Богданов, Ираида Муштакова, Светлана Варгузова, Герард Васильев, Юрий Веденеев, Лилия Амарфий, Виталий Мишле, Валентина Белякова, Сергей Алимпиев, Вячеслав Богачёв, Елена Зайцева, Пётр Борисенко, Елена Ионова, Александр Каминский, Марина Коледова, Валентина Марон, Эмиль Орловецкий, Николай Каширский, Владимир Шишкин, Алексей Феона, Зоя Иванова.

Репертуар

тӳрлет

Çав. пекех

тӳрлет

Асăрхавсем

тӳрлет
  1. ^ Официаллă тулли ячĕ — Мускав хулин бюджетĕнчи патшалăхăн «Мускаври патшалăхăн академикăллă оперетта театрĕ» культура учрежденийĕ, кĕскен «Мускав оперетти».

Литература

тӳрлет
  • Авт.-сост. Годлевская М. М., Ефремова М. Г. Оперетта. 109 либретто. — СПб: Композитор • Санкт-Петербург, 2014. — 500 экз. — ISBN 978-5-7379-0584-2
  • Грекова-Дашковская, О. П. Старые мастера оперетты. — М.: Искусство, 1990. — ISBN 5-210-00360-4
  • Лебедева О. С. Московский государственный академический театр оперетты // Москва. Энциклопедический справочник. — М.: Большая Российская Энциклопедия, 1992.
  • Шаблон:МЭ
  • Янковский, М. Советский театр оперетты. — Л.: Искусство, 1962.
  • Ярон, Г. М. Глава «Московский театр оперетты» // О любимом жанре. — М.: Искусство, 1963.

Каçăсем

тӳрлет