Муштакова Ираида Васильевна
Ираида (Ирина) Васильевна Муштакова (Ираида Пенько) (5.8.1927, Çĕрпӳ, Чăваш АССР, РСФСР, ССРП çур.) — совет актриси. РСФСР тава тивĕçлĕ артисчĕ (1964).
Ираида Муштакова | |
Çуралнă чухнехи ят | Муштакова Ираида Васильевна |
---|---|
Çуралнă вăхăт | 1927, çурла, 5 |
Çуралнă вырăн | Çĕрпӳ, Чăваш АССР, ССРП |
Патшалăх | ССРП → РФ |
Профессисем | XX, XXI ĕмĕрсенчи совет/раççей актриси, оперетта юрăçи |
Жанрсем | Оперетта |
Парнесем |
Биографи
тӳрлетМускаври театр ӳнерĕн патшалăх институтĕнче аслă пĕлӳ илнĕ (1954).
1954–1979 çулсенче — Мускаври оперетта театрĕн актриси. Пĕрремĕш ролĕ — И. Дунаевский хайланă «Шурă акаци» опереттинчи Лариса сăнарĕ. Малашне критиксемпе куравçăсем унăн Анжела («Чанита чуптуни», Ю. Милютин) тата Адель («Вĕçекен шăши», И. Штраус) ролĕсене кăмăлланă.
Театрти рольсем
тӳрлет- Элиза Дулиттл («Моя прекрасная леди» Ф. Лоу)
- Жюльетта («Граф Люксембург» Ф. Легара)
- Стелла («Ромео, мой сосед» Рауфа Гаджиева.)
- Анжела («Поцелуй Чаниты» Юрия Милютина и Евгения Шатуновского)
- Валя («Искатели сокровищ» Семёна Заславского)
- Лариса («Белая акация» Исаака Дунаевского)
- Кларисса («Баронесса Лили» Йенё Хуски)
- Адель («Летучая мышь» Иоганн Штраус – ывăлĕ)
- Лолита Соль де Перес («Цирк» Юрия Милютина).
Фильмографи
тӳрлет- 1969, Франсуаза — Бланш
- 1966, Весна и оперетта
- 1962, Композитор Ференц Легар.
Дискографи
тӳрлет- Александр Ткаченко и Ирина Муштакова. Арии и сцены из оперетт (1979).
Каçăсем
тӳрлет- Страница на сайте kino-cccp.net 2022 ҫулхи Раштав уйӑхӗн 15-мӗшӗнче архивланӑ.