Варгузова Светлана Павловна

Светла́на Па́вловна Ва́ргузова (11.9.1944, Мускав ССРП) — совет/раççей юрăçи (сопрано), актриси, Мускаври оперетта театрĕн солисчĕ, РСФСР халăх артисчĕ (1988).

Светлана Варгузова
Çуралнă чухнехи ят Варгузова
Светлана Павловна
Çуралнă вăхăт 1944, авăн, 11
Çуралнă вырăн Мускав, РСФСР, ССРП
Патшалăх ССРП
РФ
Профессисем XX ĕмĕрти совет/раççей юрăçи, актриси
Юрăç сасси сопрано
Жанрсем оперетта
Ушкăнсем Мускаври оперетта театрĕ
Парнесем
«Тăван Çĕршыв умĕнчи тава тивĕçлĕхĕн» IV степеньлĕ орденĕ Хисеп орденĕ Туслăх орденĕ
РСФСР халăх артисчĕ— 1988 РСФСР тава тивĕçлĕ артисчĕ — 1975
http://prima-donna.narod.ru/

Биографи

тӳрлет

1944 çулхи авăнăн 11-мĕшĕнче Мусквра çуралнă.

1963 çулта Гнесинсем ячĕллĕ мусучилищĕн вокал уйрăмĕнче вĕреннĕ, каярах мусăк камичĕн уйрăмне (Л. Д. Михайлов курсĕ) куçнă, 1967 çулта диплома тивĕçнĕ хыççăн ăна «Мускав опереттин» труппине илнĕ. А. П. Долуханянăн «Илемлĕх конкурсĕ» опереттинче Света Чернова ролĕ дебют пулнă. Кĕске хушăрах театрта хăйĕн вырăнне тупнă. Халĕ те театрти пиллĕк спектакльте вылять.

1970-мĕш çулсенче «Мускав оперетти» сцени çинче Светлана Варгузовăпа Юрий Веденеевăн тандемĕ çуралать, çак ĕнтĕ театрăн питне 30 çула малашнех палăртать.

Г. П. Ансимов, Ю. А. Петров, В. А. Курочкин, М. И. Рапопорт, И. С. Барабашев тата ыттисем лартнă спектакльсенче вылянă. «Мускав оперетти» тата концертсенче М. Л. Ростропович, Е. Ф. Светланов, Э. Д. Абусалимов, В. М. Горелик, Э. Клас, Ю. И. Симонов тата чылай дирижёрсемпе пĕрле ĕçленĕ.

Светлана Варгузова Раççейре те, тăван çĕршывăн тулашĕнче те хăйĕн пултарулăхне кăтартать.

РАТИ вокал ӳнерĕн уйрăмĕнче вĕрентет, профессор.

Пултарулăхĕ

тӳрлет

Спектакльсем

тӳрлет

Концертсем

тӳрлет
  • «Вечерние посетители, или Завещание маэстро»
  • «Песня для тебя»
  • «Да здравствует вальс!»
  • «Песни молодости нашей»
  • «Мы начинаем в 22…»
  • «Оперетта, оперетта…»
  • «Женщина и мужчины»
  • «Джентльмен удачи»
  • «Большой канкан»
  • «Большой кордебалет»
  • «Премьер-лига»
  • «Grand канкан»
  • «Дуэт на все времена»
  • «Оперетта - навсегда!»

Асăрхавсем

тӳрлет

Каçăсем

тӳрлет