Володин Владимир Сергеевич

Владимир Сергеевич Володин (8.7.1896, Мускав — 27.3.1958, Мускав) — раççей/совет кино/театр актёрĕ. РСФСР халăх артисчĕ (1947), 2-мĕш степеньлĕ Сталин премин лауреачĕ (1951). Мускаври оперетта театрне йĕркелекенсенчен пĕри.

Владимир Володин
Фото
Çуралнă чухнехи ят: Владимир Сергеевич Володин
Çуралнă вăхăт: 1896 утă, 8
Çуралнă вырăн: Мускав
Вилнĕ вăхăт: 1958, пуш, 27
Вилнĕ вырăн: Мускав
Професси: раççей/совет кино/театр актёрĕ
Чыславсемпе парнесем:
Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕ Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕ «Хисеп Палли» орденĕ — 9.9.1947 «Мускава хӳтĕленĕшĕн» медаль
«Тăван Çĕршывăн 1941—1945 çç. Аслă вăрçинче хастар ĕçленĕшĕн» медаль
«Тăван Çĕршывăн 1941—1945 çç. Аслă вăрçинче хастар ĕçленĕшĕн» медаль
РСФСР халăх артисчĕ— 1947 РСФСР тава тивĕçлĕ артисчĕ — 1937 Сталин парни — 1951

Биографи тӳрлет

Владимир Иванов Мускавра 1896 çулхи утăн 8-мĕшĕнче çуралнă. Мускаври театр шкулĕнче И. Р. Пельтцер патĕнче вĕреннĕ. Сцена çинче 1906 çултанпа. Бутафор пулса ĕçлеме тытăннă. Унтах псевдоним туяннă. Тепĕр çул иртсен Иван Пельтцер вĕренекенне каланă: «Мĕнех вăхăта, укçана пĕтеретĕн! Сана урăх вĕренме кирлĕ мар та!» Вăлах Володина эстрада çинче пĕрремĕш концертне йĕркелесе панă. Кĕçех актёр «Летучая мышь» кабаре-театрĕн труппине лекет, 1927 çулта Володин Мускаври оперетта театрне йĕркеленĕ ĕçе хутшăнать. Вăл И. О. Дунаевский кĕвĕленĕ пĕрремĕш совет опереттинче («Женихи», либретто авторĕ Володинăн юлташĕ те ĕçтешĕ С. И. Антимонов) вылянă. Владимир Сергеевич Игнатий Зонăн театрĕнче, çаплах «Эрмитаж», «Альказар» тата Украинăри тата Инçет Тухăçри театрсенче вылянă. 1929 çултанпа — МОТ артисчĕ.

Володин мусăка çав тери лайăх ăнланнă. Унăн хăватлах мар, çурăкрах сасси питĕ илĕртӳллĕ пулнă. Артист ирĕклех калаçуран мусăка куçма пултарнă.

В. С. Володин 1958 çулхи пушăн 27-мĕшĕнче вилсе кайнă. Мускавра Новодевичье çăвинче пытарнă.

Пайăр пурнăçĕ тӳрлет

  • Пĕрремĕш арăмĕ — София
    • Хĕрĕ — Галина.
  • Иккĕмĕш арăмĕ — Тамара Николаевна Пустынина (1906 — 1997), 1950 — 1956 çç. Мускав опереттин актриси. Упăшкипе пĕрле Новодевичье çăвинче пытарнă.

Фильмографи тӳрлет

Мультфильмсене сасă кĕртни тӳрлет

Чыслани тӳрлет

Каçăсем тӳрлет