Моршанск
Хула гербĕ
Патшалăх: Раççей
Регион: Тамбов облаçĕ
Никĕсленĕ: 1623
Хула, çултан: 1779
Халăх йышĕ, пин çын: 43,3 (2005)
Хула лаптăкĕ: км2
Геогр. анлăхĕ: 53°27′ ç. ш.
Геогр. вăрăмлăхĕ: 41°48′ х.т. д.

Моршанск, — Тамбов облаçĕнчи хула, Моршанск районĕн тĕпĕ. Хула Тамбовран 90 çухрăмра, Цна юханшыв хĕрринче вырнаçнă.

Кун-çулĕ

тӳрлет

Кунта хăçан пурăну вырăнĕ йĕркеленсе кайни паллă мар. XVI ĕмĕртех кунта Морша ялĕ пулнă. 1779 çулта II-мĕш Екатерина хушăвĕ тăрăх вăл яла хула шайне кĕртнĕ. Цна тăрăх Моршанскран пуçласа карапсем çӳреме пултарнă пирки юханшыв тăрăх купсасем Петербургпа, Рыбинскпа, Чулхулапа, Мускавпа, Муромпа суту-илӳ ĕçĕсене тунă. Çулталăк тăршшĕпе Моршанскран 14 млн пăт таран тĕрлĕ япала сутма илсе тухнă: çăкăр, çăнăх, тир, вылăх, махорка.

XIX ĕмĕрте чукун çул тума пуçланă хыççăн Моршанскăн суту-илӳ тĕпĕн шайĕ чакнă. Ун хыççăн кунта пурçăнпа махорка кăларакан промышленность аталанма пуçланă.