Масляногорск
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Масляногорск (пĕлтерĕшсем) пăхăр.
Масляногорск (выр. Масляногорск) — Иркутск облаçĕнчи Зима районĕнчи ял.
Ял
Масляногорск
Масляногорск
|
Кунçул
тӳрлетИнтернетран[1]:
Иркутск облаҫӗнчи Зима районӗнчи Новолетники ялӗнчи вулавӑшра «Чӑваш чӗлхин» чӗрӗ урокӗ иртнӗ. Ӑна Иркутск тӑрӑхӗнчи чӑвашсен «Юлташ» наципе культура автономийӗн пайташӗ, «Юхтӑр юрӑ» ҫемье ансамблӗн ертӳҫи Валентина Ягшимурадова тата Зинаида Ковалева вулавӑш ӗҫченӗ йӗркеленӗ. «Юлташ» автономин ертӳҫи Вероника Тимофеева пӗлтернӗ тӑрӑх, ачасене чӑваш алфавичӗпе паллаштарнӑ. Пӗчӗкскерсем чӑваш сӑмахӗсене калама хӑнӑхнӑ. Йӑлара тӗл пулакан япала ячӗсемпе паллашнӑ. Чӑваш тумтирӗн тӗрри-эрешӗ ҫинчен те каласа кӑтартнӑ вӗсене.
Вероника Тимофеева шухӑшланӑ тӑрӑх, ачасене мӗн пӗчӗкрен чӑвашла вӗрентмесен чӗлхе ҫухалӗ. Чӗлхене ҫемьере ҫеҫ мар, шкулта та вӗрентмелле. Унта ачасем ҫырулӑха, грамматикӑна, професси тата ӗҫ калаҫӑвне хӑнӑхаҫҫӗ тесе шухӑшлать вӑл. Новолетники ялӗнче чӑвашла калаҫаҫҫӗ. Тӑван халӑхӑмӑр йӑли-йӗркине те унтисем манса ӗлкӗрмен иккен-ха. Анчах вырӑнти шкулта чӑваш чӗлхине вӗрентмеҫӗ. Ашшӗ-амӑшӗ тата тӳре-шара кӑмӑл тусан чӑвашла вӗрентес ӗҫе йӗркелеме автономи пулӑшма хатӗррине пӗлтернӗ Вероника Тимофеева. Масляногорск ялӗнче чӑваш чӗлхине пилӗк ҫул ӗнтӗ факультатив йӗркипе вӗрентеҫҫӗ. |
Тавралăх
тӳрлетПаллă çынсем, ытти харкамлăхсем
тӳрлетВуламалли
тӳрлет- Максимов, Леонид Сергеевич. Чуваши Восточной Сибири / Л. С. Максимов; [предисл. А. И. Васильева, А. И. Иванова]. - [Иркутск, 2006] (Тип. "На Чехова"). - 234 с., [16] л. фот., цв. фот. : портр., фот., ил., табл.
- "Юлташ" из далекого Иркутска : [об издании чуваш. газ.] // Совет. Чувашия. - 2004. - 7 авг. - С. 1.
- Максимов, Л. Чувашская диаспора Приангарья // Максимов, Л. Чуваши Восточной Сибири / Л. Макимов. – Иркутск, 2006. – С. 10.
Асăрхавсем
тӳрлет- ^ Ташней, Таисия. Чӑваш чӗлхи: Иркутск тӑрӑхӗнчи ялта чӑваш чӗлхи урокӗ иртнӗ — 10.02.2020 20:54
Каçăсем
тӳрлет- Национально-культурная автономия чувашей «Юлташ» Иркутской области 2020 ҫулхи Раштав уйӑхӗн 9-мӗшӗнче архивланӑ.
Ку Иркутск облаçĕн географипе вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |