Мĕтри Кипек
Дмитрий Афанасьевич Кипек (паспортри хушамачĕ Афанасьев) (1913 çулхи авăн, 15, Тимĕрçкасси ялĕ, Çĕрпӳ уесĕ, Хусан кĕперни, (халĕ Чăваш Енĕн Вăрнар районĕ), — 1991, пуш, 3, Мускав) — чăваш прозăçи[1].
Мĕтри Кипек | |
Çуралнă вăхăт: | 1913, Авăн, 15 |
---|---|
Çуралнă вырăн: | Тимĕрçкасси ялĕ, Етĕрне уесĕ, (халĕ Чăваш Енĕн Вăрнар районĕ), Хусан кĕперни, Раççей империйĕ |
Вилнĕ вăхăт: | Пуш, 3, 1991 |
Вилнĕ вырăн: | Мускав, Раççей Федерацийĕ |
Ĕçлев тĕсĕ: | чăваш прозăçĕ. |
Ĕçсен чĕлхи: | чăваш |
ССРП ÇП пайташĕ (1957), К.В. Иванов ячĕллĕ чăваш патшалăх парнин лауреачĕ (1983 ).
Пурнăçĕ
тӳрлет1913 çулхи авăн уйăхĕн 15-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Вăрнар районĕнчи Тимĕрçкасси ялĕнче çуралнă.
Кĕçĕн Кипекри 8 çул вĕренмелли шкултан Шупашкар институчĕн чĕлхепе литература факультетне кĕнĕ. Хăй вĕреннĕ шкулĕнче ачасене верентнĕ хыççăн ăна çара илсе кайнă. Унта 1935-1954 çулсенче пулнă, полковник хисепне çити ӳснĕ нĕ, çар юридици академинче вĕренсе тухнă.
Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă.
1991 çулхи пуш уйăхĕн 3-мĕшĕнче çыравçă Мускавра çут тĕнчерен ĕмĕрлĕхех уйрăлса каять.
Пултарулăхĕ
тӳрлетКалавсене пединститутра вĕреннĕ чухнех çырнăскер, ку ĕçе çарта та малалла тăснă. "Кочетков капитан", "Цыганок курсант", "Санинструктор" тата ытти çавăн йышши калавсем чылай çыравçăн.
Тивĕçлĕ канăва тухсан, ""Вилсе черелнĕ çын", "Паттăрсем хыпарсăр çухалмаççĕ", "Парăнманнисем çĕнтереççĕ" романсене хайланă.
Унăн калавĕсемпе романĕсем çирĕм ытла кĕнекере пичетленсе тухнă:
- «Тăван çĕршывшăн» (1941);
- «Калавсем» (1955);
- «Икĕ калав» (1958);
- «Сунарçă калавĕсем» (1959);
- «Кайăк тусĕ» (1962);
- «Уйăх витĕр çул курăнать» (1963);
- «Çамрăк çын» (1964);
- «Хитре хĕрарăм» (1966);
- «Паттăрсем хыпарсăр çухалмаççĕ» (икĕ кĕнекепе, 1969, 1974);
- «Парăнманнисем çĕнтереççĕ» (1978)
- «Телейлĕ пурнăçшăн» (1980, 1988).
Вуламалли
тӳрлет- «Чăваш литературин антологийĕ», составители: Д. В. Гордеев, Ю. А. Силэм. Шупашкар, 2003. ISBN 5-7670-1279-2
Асăрхавсем
тӳрлет- ^ П. Афанасьев, «Писатели Чувашии», Чебоксары, 2006