Лаш Таяпа
Лаш-Таяпа (çаплах Ураскилт, Тайпа) — Чăваш Енри Елчĕк районĕн чиркӳ ялĕ, Лаш Таяпа ял тăрăхĕн центрĕ.
Лаш Таяпа
|
Ашмарин словарĕнче Лашчă Таяпи тенĕ[2]
Халăх йышĕ, ял тытамĕ
тӳрлетПикшик, Комсомол, Ленин, Улăх, Николаев, Çĕнĕ, Çырма, Октябрь, Олимп, Пĕрремĕш Май урамĕсем.
Ял витĕр Лашчи çырми тухать. Ял ячĕн пĕрремĕш компоненчĕ (Лаш-) Лашчи шывĕн ятне кĕскетсе "касса пăрахнипе" пулса кайнă: Лашчи > Лаш.
2010-мĕш çулхи çыравпа ялта 845 çын, çав шутра 399 арçын, 446 хĕрарăм пурăннă[3].
Кунçул
тӳрлет1921 çулхи чӳк уйăхĕн 17-мĕшĕнче Пăва уесне, кайран вара, уессене пĕтериччен, Патăръел уесне кĕнĕ. 1918 çулчен Тимпай вулăсне, кайран вара 1927 çул тарин Шĕмалак вулăсне кĕнĕ.
1927 çулхи юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнче Кĕçĕн Елчĕк районне кĕнĕ. 1935 çулхи çу уйăхĕн 19-мĕшĕ хыççăн Чăваш Енĕн Елчĕк районне, 1962 çулхи раштав уйăхĕн 20-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Патăръел районне, 1965 çулхи пуш уйăхĕн 14-мĕшĕ хыççăн хальхи вăхăт таран Елчĕк районне кĕрет.
Паллă çыннем
тӳрлет- Ятманов Николай Осипович (1927 çур.) — архитектор, çыравçă.
- Бикулова Мария Григорьевна, — драма артисчĕ.
- Эктел Василий Петрович — чăваш прозăçи, сăвăçи.
- Попов Юрий Алексеевич — Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн председателĕ.
- Сидоров Пётр Петрович, — журналист, Çемен Элкер премийĕн лауреачĕ; В.П.Эктел пиччĕшĕ.
Вуламалли
тӳрлетÇав. пекех
тӳрлет- Ураскилт: Лаш Таяпан ĕлĕк пĕр хушă ячĕ çапла пулнă.
Асăрхавсем
тӳрлетКаçăсем
тӳрлет- Лаш Таяпа.400 çул.
- Лаш-Таяпа. 2 мĕш камерă.
- Лаш-Таяпа 400 çулта
- Лаш Таяпара «Хавхалану ҫӑлкуҫӗ» конкурс иртнӗ
- Лаш Таяпара «Театр тĕнчинче» фестиваль конкурс иртнĕ
- Шупашкарта — Ял кунĕ
- Чăваш Ен пурăнан вырăнсем 2018 ҫулхи Кӑрлач уйӑхӗн 20-мӗшӗнче архивланӑ.
- В.Ф. Питернова, З.А. Трифонова. Чăваш энциклопедийĕ(ĕçлемен каçă)
- Охотничий биатлон в честь братьев Князевых в селе Лащ-Таяба 2019
Ку Чăваш Енĕн географипе вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |