Кёнигсфельд, Тобиас

Тобиас Кёнигсфельд (çавăн пекех Товий Кёнигсфельд[1], вырăсла Тимофей Кёнигсфельд тени те пур, 1716, Вологда — ?, хăçан тата ăçта вилни паллă мар) — математика кандидачĕ, адъютант-астроном, географ тата картограф, ăслав экспедицийĕсене хутшăннă, 1740-1741-мĕш çулсенчи экспедицире çырса пынă кунсеренлĕх авторĕ. Чăвашсем пирки те çырса хăварнă.

Ашшĕ те, Лифляндирен тухнăскер, Тобиас ятлă пулнă, 4 çул, тыткăнра пулнă май, ссылкăра Вологда хулинче пурăннă, унтах Тобиас ывăлĕ çуралнă; каярахпа Нарва хулине куçнă (унта унăн ял пулнă)[2]. Çав çын Г. Ф. Миллера, И. Д. Шумахера тата Наукăсен Академийĕн ытти ĕçлевçĕсене аван пĕлнĕ.

Тобиас Кёнигсфельд Германире, Галле хулинче, университетра вĕреннĕ. Студент-медик тата математика кандидачĕ ятсемпе 1736-мĕш çулхи январьте Санкт-Петербург хулине килсе çитнĕ. 1736-мĕш çулхи февралĕн 18-мĕшĕнче Наукăсен Академийĕн Географилле бюровне вырнаçнă, Н.И.Делиль ертсе пынипе карттăсем ÿкернĕ.

1740-мĕш çулхи февралĕн 28-мĕшĕнче Делильпе пĕрле Обдорск экспедицине тухса кайнă. Экспедицирен 1741-мĕш çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне таврăннă.

Асăннă экспедицире Т.Кёнигсфельд кунсеренлĕх çырса пынă. Çав кунсеренлĕхре чăвашсем пирки каланисем те чылай, мĕншĕн тесен экспедицирен таврăннă чухнехи çул шăпах Чăваш Ен тата Шупашкар витĕр иртнĕ.

1740-41-мĕш çулсенче тытса пынă кунсеренлĕх çинчен[3]

тӳрлет

Обдорск экмпедицийĕ вăхăтĕнче Тобиас Кёнигсфельд нимĕç чĕлхипе кунсеренлĕх çырса пынă. Каярахпа çавна авторĕ хăйех хранццусла куçарнă. Асăннă хранццусла верси, «Voyage de Koenigsfeld et Delisle à Béresof» ятлăскер, хальхи вăхăтра Вырăс географи пĕрлĕхĕн архивĕнче упранать[4]. Хранццусла куçарăва та, авторĕ хăй майлаштарнине кура, оригиналах теме пулать, анчах та архивра упранакан алçырăва, Кёнигсфельд хатĕрленĕ вариантран пăхса, Делиль хай аллипе çырнă.

1865-мĕш çулта П. П. Пекарский çырнă пысăк тĕпчев пичетленет[5]. Паянхи ăславçăсем час-часах, Тобиас Кёнигсфельд çырнă нимĕçле тата хранцццусла оригиналсем (уйрăмах пĕрремĕшĕ[6]) ал айĕнче маррине кура тата чĕлхесене пĕлменрен, асăннă кунсеренлĕхри материалсемпе П. П. Пекарский ĕçĕ урлă паллашаççĕ.

Çавăн пекех Парижри Тинĕс архивĕнче упранакан материалсем пур. Вĕсем каллех Кёнигсфельд çырнине пăхса тÿреммĕн майлаштарнисем шутланаççĕ[7].

Кунсеренлĕхе 1740-мĕш çулхи февралĕн 28-мĕшĕнчен пуçласа 1741-мĕш çулхи январĕн 12-мĕшеччен çырнă. Чăвашсем çинчен çырни 1740-мĕш çулхи кĕркунне тĕлне лекет.

Калас пулать, тĕрлĕ халăхсене сăнаса тĕпчесси Тобиас Кёнигсфельдăн экспедицири ятараласа хушнă ĕçĕ шутланнă[8].

  Самым известным участником экспедиции, естественно, после Делиля, был сотрудник Академии наук, адъюнкт-астроном обсерватории Товий Кенигсфельд, который в штатном расписании числился «рисовальщиком, помощником по части наблюдений и вычислений, переводчиком, натуралистом и этнологом».  

Тата тепĕр цитата[9]:

<Куçару: Делиль Хусантан октябрĕн 11-мĕшĕнче тухнă, Чулхулана каюçăн, Кёнигсфельд кунсеренлĕхе чăвашсем çинчен темиçе тĕплĕлĕх çырса хума ĕлкĕрнĕ...>

Тобиас Кёнигсфельд чăвашсен авалхи руна çырулăхĕ пирки

тӳрлет
 
«Ăсчахлăх символĕ» палăк. Шупашкар хули, Хĕрлĕ лаптăк

А.А. Трофимов кĕнекинчен[10]:

<Куçару: 1740-мĕш çулхи кĕркунне. Раççейри пĕрремĕш астроном Н.И. Делиль академик ертсе пыракан ăслав экспедицийĕн çыннисем Çĕпĕрти Берёзово хулинчен, — унта вĕсем Меркурий Хĕвел тĕлĕнчен иртнĕ саманта сăнама кайнă пулнă, — таврăннă. Петербургалла кайнă май, 18 çынран тăракан ушкăн Шупашкарта чарăнса тăнă. Ку октябрĕн 14-мĕшĕнче пулса иртнĕ. Экспедици пайташĕсенчен пĕри — Т. Кёнигсфельд — хăйĕн кунсеренлĕхĕнче çапла çырса хунă: «Ку хулара 10 чул чиркӳ тата çавăн пекех темиçе чул çурт... Шупашкар... Аçтăрханпа тата Мускавпа суту-илÿ çыхăнăвĕсенче тăрать...» Малалла вăл чăваш-киреметçĕсен йывăçран тата чулран тунă скульптура палăкĕсем пуррине калать, вĕсем çинче «вырăссенни пек те мар, тутарсенни пек те мар саспаллисемлĕ» çыравсем пур тет.>

Тобиас Кёнигсфельд чăвашсен сăнарĕ пирки

тӳрлет

1740-мĕш çулхи октябрĕн 13-мĕшĕнче Товий Кёнигсфель кунсеренлĕхĕнче çырса хунине вырăс куçаруçисем çапла кăтартнă[11]:

1740-мĕш çулхи октябрĕн 15-мĕшĕнче, хальхи Шупашкар районĕнчи Станьял ялне пырсан, Товий Кёнигсфельд кунсеренлĕхĕнче çырса хунине вырăс куçаруçисем çапла кăтартнă[12]:

Тобиас Кёнигсфельд чăвашсен авалхи тĕнĕ пирки

тӳрлет

В.Д. Димитриев тата А.Б. Булатов çырнинчен[13]:

А. К. Салмин çырнинчен[14]:

<Куçару: Товий Кёнигсфельд пĕр чăвашран тÿпепе çĕре тунă Турă пур-и тесе ыйтсан, лешĕ çапла каланă: «Пиртен пуринчен те аслăрах тата мĕнпур япалана тунă такам кирлех» [Пекарский 1865: 60]>

Вуламалли

тӳрлет
  • Российская Биографическая Энциклопедия «Великая Россия». Том 11. Под ред. проф. А.И .Мелуа. Предс. Набл. Совета поч. проф. Я.Я. Голко.
  • В.И. Гохнадель. «Ученые-естественники немецкого происхождения». Книга 1. СПб.: «Гуманистика», 2014. 560 с. УДК 003+331 ISBN 5-86050-338-5 (011). Почтовый адрес издательства: 191186, Санкт-Петербург, а.я. 49 .
  • «Материалы для истории Академии наук», т. 3, СПб., 1886, стр. 41, 715—718; т. 4, СПб., 1887, стр. 18, 540, 626—628, 740; т. 5, СПб.. 1889, стр. 5, 129, 131—139, 245, 246, 251, 260, 261, 275, 276;
  • А. И. Андреев, Сибирские зарисовки первой половины XVIII в., «Летопись Севера», 1949, № 1, стр. 125.

Каçăсем

тӳрлет

Асăрхавсем

тӳрлет
  1. ^ Смирнова, София. Город Берёзов в 1740 году — Уральский следопыт, 1984 05 май
  2. ^ «DEUTSCHE AUTOREN RUSSLANDS НЕМЕЦКИЕ АВТОРЫ РОССИИ ENZYKLOPDIE ЭНЦИКЛОПЕДИЯ BAND/ТОМ 4 I-J-K Aktualisiert: 01.12.2018 Актуализировано: 01.12.2018 Edmund Mater/Эдмунд Матер ...» 2019 ҫулхи Раштав уйӑхӗн 6-мӗшӗнче архивланӑ. (ПДФ форматпа та пур).
  3. ^ Титова, 3. Д. Дневник Т. Кенигсфельда этнографический источник первой половины XVIII в. по народам Сибири 2019 ҫулхи Раштав уйӑхӗн 6-мӗшӗнче архивланӑ. / 3. Д. Титова // Сов. этнография, 1975. — Вып. 6. - С. 46-58.
  4. ^ Архив Всесоюзного географического общества СССР, ф. Б-30.
  5. ^ П. П. Пекарский, Путешествие академика Н. И. Делиля в Березов в 1740 г., «Записки Академии наук», т. 6, СПб., 1865, прил., стр. 1—74.
  6. ^ Нимĕçле оригинал паянччен сыхланман текенсем те пур. — А. И. Андреев, Очерки по источниковедению Сибири XVIII в. (первая половина), М.— Л., 1965, стр. 71.
  7. ^ В. Я. С т р у в е , О рукописи астронома Делиля, принесенной в дар Русскому географическому обществу членом оного князем И. А. Долгоруковым, «Записки Русского географического общества», кн. 3, 1849, стр. 50—67.
  8. ^ Омельчук, Анатолий. Куриозное путешествие Делиля — Уральский следопыт, 1982, 04 апрель
  9. ^ [https://ok.ru/group/52140066996319/topic/65164465665375 Чувашская душевная ЭНЕРГЕТИКА — Hamăr jal achi В группе 171 участник]
  10. ^ Трофимов, А. А. Древнечувашская руническая письменность : памятники : алфавит : дешифровка / А. А. Трофимов ; Чуваш. нац. акад., Науч.- исслед. ин-т яз., лит., истории и экономики при Совмине Чуваш. Респ. - Чебоксары : ЧНИИЯЛИЭ, 1993. - 49 с.
  11. ^ Никитина, Э. В. Чувашский этноменталитет: сущность и особенности 2019 ҫулхи Раштав уйӑхӗн 6-мӗшӗнче архивланӑ.. Чебоксары — 2005. Издательство «Новое время» // С.104.
  12. ^ Этноменталитет чувашей (Э. В. Никитина)(ĕçлемен каçă) — ЭЛЕКТРОННАЯ БАЗА ДАННЫХ Национальные менталитеты: их изучение в контексте глобализации и взаимодействия культур. Под редакцией проф. А. В. Павловской и канд. полит. наук Г. Ю. Канарша Сайт создан при поддержке Российского гуманитарного научного фонда (проект №13-03-12003в)
  13. ^ Булатов А. Б., Димитриев В. Д. Параллели в верованиях древних суваров и чувашей / А. Б. Булатов, В. Д. Димитриев // Учёные зап. ЧНИИ. — Чебоксары, 1962. — Вып. 21. — С. 226—236.
  14. ^ Салмин А. К. Система верований чувашей 2019 ҫулхи Раштав уйӑхӗн 6-мӗшӗнче архивланӑ.. — Чебоксары, 2004. — 208 с .