Коломенский Андрей Александрович

Андрей Александрович Коломенский – (12.07.1920 - 18.08.1990) - профессор, физика-математика ăслăхĕсен докторĕ, теори физики тата хăвăртлатакан техника сферинче ĕçленĕ чаплă совет физикĕ. Краснодар хулинче çуралнă.

Коломенский Андрей Александрович
Ӳкерчĕк:Professor Kolomensky.jpg
Çуралнă вăхăт: 12 утă 1920
Çуралнă вырăн: Краснодар
Вилнĕ вăхăт: 18 çурла 1990
Вилнĕ вырăн: Мускав, СССР
Альма-матер: Мускав патшалăх М. В. Ломоносов ячĕллĕ университечĕ, Горький патшалăх университечĕ
Чыславсемпе парнесем


Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçин 1 степеньлĕ орденĕ Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçин II степеньлĕ орденĕ Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ

Ошибка: неверное или отсутствующее изображение

Ленин премийĕ — 1959 СССР патшалăх парни — 1981|}СССР ĂА Президиум парни(1957)|
|}

1942-мĕш çулта Горький университетне пĕтерсен хăйĕн ирĕкĕпе вăрçа кайнă. Воронеж, 1-мĕш , 2-мĕш, 3-мĕш Украина ффрончĕсенче пехотăра хĕсметре тăнă. Фронтра 3 хут аманнă. Çар тивĕçне лайăх тытнăшăн 3 орденпа 8 медаль илнĕ. 1944-мĕш çулта КПСС пайташне йышăннă.

1946-мĕш çулта демобилизациленĕ.

Тĕп ĕçĕсем хăвăртлатакан техника, плазма физики, электродинамика, пайăркасен çыххисене тата кĕске хумлă шевлесене генерацилени тата физики, çĕнĕ меслетсемпе пайăркасене, ионсене хăвăртлатасси.

Ĕçĕсем

тӳрлет

Коломенский профессор 248 ĕç ытла пичетленĕ, вĕсем хушшинче 200 ытла ăслăх ĕçĕ, 4 монографи.

Тĕп публикацисем:

  1. А. А. Коломенский. Об излучении электрона в плазме с магнитным полем, ДАНСССР, 1956, т. 106, с. 982
  2. А. А. Коломенский, А.Н. Лебедев. Теория циклических ускорителей, М.: Физматгиз, 1962, 352 с.
  3. А. А. Коломенский. Физические основы методов ускорения заряженных частиц, М.: Московский университет, 1980, 302 с.
  4. А. А. Коломенский. Вынужденное ондуляторное излучение релятивистских электронов и физические процессы в электронном лазере, Квантовая электроника, 1978, т. 5, с. 1543
  5. А. А. Коломенский. Частично нейтрализованные сильноточные электронные пучки, Физика плазмы, 1988, т. 14, с. 559

Чысĕсем

тӳрлет
  • Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçин 1-мĕш степеньлĕ орденĕ
  • Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçин 2-мĕш степеньлĕ орденĕ
  • Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ
  • РСФСР наука тата техника тава тивĕçлĕ ĕçченĕ
  • ССРС Патшалăх парни
  • ССРС ĂА Президиум парни

Асăрхавсем

тӳрлет