3-мĕш Украина фрончĕ
3-мĕш Украина фрончĕ — Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи тапхăрĕнчи Хĕрлĕ Çарăн фрончĕсенчен пĕрри.
3-мĕш Украина фрончĕ 3Укр.Ф | |
ХВ эмблеми | |
Пулнă çулсем | юпа, 20, 1943а — çĕртме, 15, 1945 |
---|---|
Патшалăх | СССР |
Пăхăну | фронт çарпуçне |
Тĕс | фронт |
Унăн шутĕнче | управлени (штаб), пĕрлешӳсем, вăрçă чаçĕсем тата йĕркеленӳсем |
Функци | хӳтĕлев, тапăну |
Йышĕ | йĕркелев |
Хутшăнни | Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçинче |
Кун-çулĕ
тӳрлет1943 çулхи юпан 20-мĕшĕнче кăнтăр-анăç тĕлĕшĕнче АТÇ Ставкин 1943 çулхи юпан 16-мĕшĕнчи тапачĕпе Кăнтăр-Анăç фронтне урăх ята куçарса туса хунă. Унăн шутне 1-мĕш тата 8-мĕш гварди çарĕсем, 6-мĕш, [[12-мĕш çар (СССР)|12-мĕш], 46-мĕш çар тата 17-мĕш сывлăш çарĕ кĕнĕ. Малашнелле 5-мĕш тапăну, 4-мĕш тата 9-мĕш гварди çарĕсем, 26-мĕш, 27-мĕш, 28-мĕш, 37-мĕш тата 57-мĕш çарсем, 6-мĕш гварди танк çарĕ, 1-мĕш, 2-мĕш тата 4-мĕш полхар çарĕсем кĕнĕ. Операцилле пăхăнура Дунай вăрçă флотилийĕ пулнă.
1943 çулхи юпа-чӳк уйăхĕсенче 3-мĕш Украина çарĕсем Тăнăваршăн çапăçура Днепропетровск тата Днепродзержинск хулисене тăшманран хăтарса, Тăнăвартан анăçалла 50-60 км куçнă. Малашне, Кривой Рог еннелле аправлении, 6-мĕш çар вăйĕсемпе Запорожьерен кăнтăралла плацдарма ярса илнĕ, раштав уйăхĕн вĕçне çити 2-мĕш Украина фрончĕпе пĕрле Тăнăвар çинче стратегиллĕ пысăк плацдарма тытса тăнă.
1944 çулхи çурла уйăхĕнче 3-мĕш Украина фрончĕ Яссы-Кишинёв стратеги операцине хутшăннă, унта Молдави ССР пĕтĕм территорине тăшманран тасатнă, Румыни вара Германие хирĕç вăрçăпа тухнă.
Аванăн 8-мĕшĕнче фронт вăйĕсем Болгари чиккине çитсе уйăх вĕçнелле пĕтĕмпех тăшманран çаратнă. 1944 çуклхи авăнăн 28-мĕшĕ — юпан 20-мĕшĕсенче 3-мĕш Украина фрончĕ Югослави ирĕклĕх халăх çарĕпе, Болгари Аттелĕх фрончĕпе пĕрле Белград стратеги операцине хутшăннă, Белграда тата Сербин чылай территорине ирĕке кăларнă.
1944 çулхи юпа — 1945 çулхи нарăс уйăхĕ тапхăрĕнче 3-мĕш Украина фрончĕн пайĕ Будапешт стратеги операцине хутшăннă. Унăн çарĕсем вăрçса Дунай урлă каçса юханшывăн сылтăм çыранĕнче плацдарма ярса илнĕ. 1945 çулхи кăрлач уйăхĕнче тăшман, хăйĕн Будапештра хупăрланă вăйĕсене кăларас тесе хирĕçле атакине сирсе янă, пуш уйăхĕнче, Балатон операцинче, нимĕçсен кӳлĕ районĕнчи контртапăнăвне чарнă. Çак операцие ăнăçлă вĕçленĕ хыççăн операциллĕ тăхтавсăрах пушăн 16-мĕшĕнче 2-мĕш Украина фрончĕн сулахай çуначĕпе пĕрле çапăçса Вена стратеги операцине пурнăçлама, Венгрие, Австрин тухăç çĕрĕсене, Венăна ирĕк кăларма май пурать.
1945 çулхи çĕртмен 15-мĕшĕнчеа АТÇ Ставкин 1945 çулхи çăвăн 29-мĕшĕнчи директивипе фронта салатнă, фронтăн уйри управленине Çарсен кăнтăр группин управленине куçарнă.
Çарпуçлăхĕ
тӳрлетÇарпуçсем[1]:
- çар генералĕ Малиновский Родион Яковлевич (юпа, 20 1943 — çу, 15 1944);
- çар генералĕ, Совет Союзĕн Маршалĕ Толбухин Фёдор Иванович (çу, 15 - 1944 — çĕртме, 15 - 1945).
Вăрçă канашĕн пайташĕ:
- генерал-лейтенант, генерал-полковник Желтов Алексей Сергеевич (мĕнпур тапхăрĕ).
Штаб пуçлăхĕсем:
- генерал-лейтенант Корженевич Феодосий Константинович (юпа, 1943 — çу, 1944);
- генерал-лейтенант, генерал-полковник Бирюзов Сергей Семёнович (çу — юпа 1944);
- генерал-лейтенант, генерал-полковник Иванов, Семён Павлович (юпа, 1944 — вăрçă вĕçлениччен).
Фронтăн БТ тата МÇ çарпуçĕ:
- генерал-лейтенант Павелкин Михаил Иванович (ака, 10, 1945 — вăрçă вĕçлениччен).
Асăрхавсем
тӳрлет- ^ 3-й Украинский фронт — Боевые действия Красной армии в ВОВ 2013 ҫулхи Ҫурла уйӑхӗн 19-мӗшӗнче архивланӑ.
Каçăсем
тӳрлет- Все фронты Великой Отечественной войны. çăлкуçран архивланă 30 Чӳк уйӑхӗн 2012.