АТÇ Ставки
Аслă Тĕп Çарпуçлăхăн Ставки (АТÇС) — Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи çулĕсенче Совет Хĕçпăшаллă Вăйĕсене стратегиллĕ ертсе пынă вăрçă ĕçлĕхĕн аслă тытăмлăхĕн ятарлă органĕ. СССР ХКК тата ПКП(б) ТК 1941 çулхи çĕртме, 23 йышăнăвĕпе Тĕп Çарпуçлăхĕн Ставкине йĕркеленĕ. Унăн шутне: С. К. Тимошенко (ертӳçи), Г. К. Жуков, И. В. Сталин, В. М. Молотов, К. Е. Ворошилов, С. М. Будённый, Н. Г. Кузнецов кĕнĕ.
1941 çулхи утă, 10 тĕлĕсен виçĕ Тĕп çарпуçлăхне (Çурçĕр-Анăç, Анăç тата Кăнтăр-Анăç) туса хунипе Аслă Тĕп çарпуçлăхĕ ята куçарнă. Ертӳçи И. В. Сталин пулса тăрать, унăн шутне Б. М. Шапошникова кĕртнĕ.
1941 çулхи çурла, 8 Аслă Тĕп Çарпуçлăхăн Ставки ята куçарнă.
Вуламалли
тӳрлет- Великая Отечественная война 1941-1945: Словарь-справочник; Под общей редакцией М. М. Кирьяна - 2-е изд., доп. - М.: Политиздат, 1988. ISBN 5-250-00107-6
Çавăн пекех пăхăр
тӳрлетАслă Тĕп Çарпуçĕн Ставки (Пĕрремĕш Тĕнче вăрçи)
Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла. |