Кĕçĕн Таяпа, — Чăваш Енĕн Елчĕк районĕнчи ял. Елчĕкрен 12 çухрăра вырнаçнă. Пурĕ ялта 319 кил.

Кĕçĕн Таяпа
Ялав Герб
Ялав Герб
Патшалăх Раççей
Федераци субъекчĕ Чăваш Ен
Муниципаллă район Елчĕк районĕ
Ял тăрăхĕ Кĕçĕн Таяпа
Координатсем 55°12′59″ с. ш. 47°58′11″ в. д.HGЯO{{#coordinates:}}: нельзя иметь более одной первичной метки на странице
Наци йышĕ чăвашсем
Конфесси йышĕ православсем
Вăхăт тăрăхĕ UTC+4
Телефон кочĕ +7 83549
Почтă индексĕ 429387
Автомобиль кочĕ 21, 121
ОКАТО кочĕ 97 255 825 001
Кĕçĕн Таяпа (Раççей)
Точка
Кĕçĕн Таяпа (Чăваш Ен)
Точка

Халăх йышĕ, ял тытăмĕ

тӳрлет

2010-мĕш çулхи çыравпа ялта 626 çын, çав шутра 295 арçын, 331 хĕрарăм пурăннă[2]. 2000-мĕш çулсем пуçламĕшĕсенче 909 çын пурăннă. Ялта икĕ хутлă шкул пур.

Ялта Кĕсĕн Таяпа ял администрациĕ вырнаçнă.

Кун-çулĕ

тӳрлет

В.Д.Дмитриев чăваш ăсчахĕсем шухăшĕпе, Кĕçĕн Таяпа, Мăн Таяпа пекех, XVII ĕмĕрĕн пуçламăшĕнче никĕсленĕ. Кунта вăл вăхăтра Сĕве уесĕнчи Князь-Аклычевск сотньăран тарса килнĕ. Дмитриев «Хусан кĕпернин ведомăçĕсем» (1856 çулхи №38,39) хаçатра С. Мельников пичетленĕ материал каласа парать. Ваттисем асилнипе, Кĕçĕн Таяпа Мăн Таяпаран уйрăлса тухнă.

Халапсем тăрăх Ураскилт çарпуçĕ Хусана илнĕ чухне (1552) хăйĕн хастарлăхне кăтартнă. Çавăншăн ăна IV-мĕш Иван патша çĕрсем халалланă. Ураскилт вара Мăн Таяпана никĕсленĕ. Тепĕр халап тăрăх Кĕçĕн Таяпана унăн кĕçĕн ывăлĕ Игдеси хывнă.

Çĕрсемшĕн Кĕçĕн Таяпа çыннисем Кĕçĕн Елчĕк, Мăн Елчĕк, Тӳскел ял çыннисемпе вăрçнă.

Паллă çынсем

тӳрлет

Асăрхавсем

тӳрлет

Каçăсем

тӳрлет