Йошкар-Ола
Йошкар-Ола | |
Хула гербĕ | |
Патшалăх: | Раççей |
---|---|
Регион: | Мари Эл |
Никĕсленĕ: | 1584 |
Хула, çултан: | 1781 |
Халăх йышĕ, пин çын: | 253,4 (2005) |
Хула лаптăкĕ: | км2 |
Геогр. анлăхĕ: | 56°38′ ç. ш. |
Геогр. вăрăмлăхĕ: | 47°52′ х.т. д. |
Йошкар-Ола (çармăсла Йошкар-Ола; ĕлĕк - çармăсла Царла, Чарла, Цар-Ола, чăвашла Чархула; çармăсларан чăвашла куçарсан "Хĕрлĕ е хитре хула"), — Мари Эл республикин тĕп хули. Ĕлĕк чăвашла Чархула, вырăсла Царёвококшайск тенĕ. Хула Кĕçĕн Какшан юханшыв хĕрринче вырнаçнă.
1584 çулта никĕсленĕ, пĕтĕм лаптăкĕ 11 176 га танлашать. Администраци пуçлăх вырăнне Евгений Маслов йышăнать[1].
Халăхĕ
тӳрлетХулара 248,6 пин çын пурăнать. Вĕсенчен вырăссем — 67,7%, марисем — 24%, тутарсем — 4,3%, 4% — урăх халăх çыннисем. Ӗçлекен çынсен шучĕ 178,8 пин çынпа танлашать.
Хуçалăхĕ
тӳрлетХулара автобуссем, троллейбуссем çӳреççĕ, чугун çул вокзалĕ пур. Троллейбус маршучĕсен пĕтĕмĕшлĕ тăршшĕ 222,9 çухрăм, автобуссен — 151,1 çухрăм.
Çутĕç
тӳрлетПĕтĕмпе хулара 39 шкул, лицей тата гимнази пур, вĕсенче пĕтĕмпе 40 пинрен ытла вĕренекен. Çавăн пекех 5 культура керменĕ, 5 театр, 3 кинотеатр, 3 пысăк музей, 7 ача-пăча ӳнер шкулĕ, 2 ача-пăча унер шкулĕ ĕçлет.
Истори
тӳрлетЙошкар-Ола таврашĕнче темиçе пин çул ĕлĕкех этем пурăнни паллă. Археологсем хулара та çумĕнче чылай ĕлĕххи ĕмĕрсен япалисене тупнă. Кĕçĕн Кокшака юханшыв хĕрринче авалхи çынсем мезолит тапхăрĕ вăхăтĕнчех пурăннă теме пулать.
Малтан (1584 çул) хула ячĕ Патша хули ятлă пулнă, кайран (ун пек ятлă урăх хуласем те пулнă), вăл хăш вырăнта вырнаçнине палăртма Кокшака çинчи патша хули ятне панă. Кайран вара, 1919 çулчен Царёвококшайск ятлă пулнă, 1919 (Нарăс, 17) çултанпа 1928 (Кăрлач, 23) çулчен — Краснококшайск.
Тăванлă хулисем
тӳрлетÇавăн пекех пăхăр
тӳрлетКаçăсем
тӳрлет- Йошкар-Ола администраци сайчĕ 2005 ҫулхи Раштав уйӑхӗн 20-мӗшӗнче архивланӑ.
- Йошкар-Ола фотографиĕсем 2019 ҫулхи Утӑ уйӑхӗн 2-мӗшӗнче архивланӑ.
- Красно-Белая Йошкар-Ола
- Йошкар-Ола в Мари Эл
Ку Мари Элĕн географипе вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |
Йошкар-Ола Викиампарта? |