Ермеккей районĕ

(Йермекей районĕ ҫинчен куҫарнӑ)

Ермекей районĕ (пушк. Йәрмәкәй районы, выр. Ермекеевский район Башкортостана) — Пушкăртстан Республики (РФ) йышĕнчи администрациллĕ-территориллĕ виçе (район) тата муниципаллă йĕркеленӳ (муниципаллă район).

Ермеккей районĕ
Ермеккей муниципаллă районĕ
Йәрмәкәй районы
Йәрмәкәй муниципаль районы
Герб
Герб
Ялав
Ялав
Патшалăх РФ
Статус муниципаллă район[1]
Кĕрет Пушкăртстан
Администраци центрĕ Ермеккей сала
Йĕркеленĕ вăхăт 1935
Район администрацин пуçлăхĕ Райманов Ильшат Амирович
Район пуçлăхĕ/Район депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ Ишмурзина Зуляйха Гамировна
Официаллă чĕлхе пушкăрт, вырăс
Пурăнан халăх (2017)
15 737 (52-мĕш вырăн
Йышлăх 12,5 çын/çм²
Наци йышĕ тутарсем - 36,4 %, пушкăртсем — 28,6 %, чăвашсем - 14,6 %, вырăссем — 11,8 %
Конфесси йышĕ мăсăльмансем-суннитсем, православсем
Лаптăк 1 438 çм²
Ермеккей районĕ Ермеккей муниципаллă районĕ карттă çинче
Вăхăт тăрăхĕ MSK+2 (UTC+5)
Телефон кочĕ +7 34741
Почтă индексĕсем 4523ХХ
Сайчĕ
{{#coordinates:}}: нельзя иметь более одной первичной метки на странице

Хĕвеланăç енче вырнаçнă. Администраци Ермеккей салинче вырнаçнă. Ĕпхӳне çитме 235 км.

Халăх йышĕ, район тытăмĕ

тӳрлет

Районта пурĕ 54 ял вырнаçнă. 18 пине яхăн çын пурăнать. Халăхсем хушшинче тутарсем, чăвашсем тата пушкăртсем ытларах сарăлнă. 1 тăваткал çухрăм çине 12,5 çын килет.

Çĕр айĕнчи пуянлăхсем

тӳрлет

Çĕр айĕнчи пуянлăхсем шутĕнче нефть, акшар, хăйăр минералсене палăртнă.

Çул-йĕр

тӳрлет

Район урлă СамарĔпхӳЧелепи чукун çулĕ иртсе каять. Автомобиль çулĕсем района Октябрьски, Пелепей, Туймаçи тата Ĕпхӳ хулисемпе çыхăнтараççĕ.

Культура

тӳрлет

Районта професси училищи тата историпе краеведени музейĕ вырнаçнă. Пурĕ 31 шкул пур, вĕсенчен 8 вăтам шкул шутланаççĕ. Çавăн пекех ача-пăча кĕвĕ шкулĕ, 26 библиотека, 38 клуб, районăн тĕп пульници, 3 ял пульници пур.

Вырăс тата тутар чĕлхисем çинче «К новым победам» (Çĕнĕ çĕнтерӳсемшĕн) ятлă хаçат тухса тăрать.

Асăрхавсем

тӳрлет

Вуламалли

тӳрлет

Каçăсем

тӳрлет


 
Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр.
Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла.