Ивник Иван Николаевич
Ивник Иван Николаевич (паспортри хушамачĕ Николаев, 27.2.1914, халĕ Чăваш Енĕн Чăваш Енĕн Вăрнар районне кĕрекен Çавалкас ялĕ — 28.5.1942, Шупашкар, Чăваш АССР) — чăваш сăвăçĕ, тăлмачĕ.
Иван Ивник | |
Çуралнă вăхăт: | 1914, нарăс, 27 |
---|---|
Çуралнă вырăн: | Çавалкас ялĕ, Хусан кĕперни (халĕ Вăрнар районĕ, Чăваш Ен) |
Вилнĕ вăхăт: | 1942, çу, 28 |
Вилнĕ вырăн: | Шупашкар, Чăваш АССР, СССР |
Ĕçлев тĕсĕ: | чăваш сăвăçĕ, тăлмачĕ |
СССР ÇП пайташĕ (1938).
Биографи
тӳрлет1914 çулхи нарăсăн 27-мĕшĕнче халĕ Чăваш Енĕн Вăрнар районне кĕрекен Çавалкас ялĕнче çуралнă. Шупашкарти педагогика техникумĕнче, Хусанти право институтĕнче пĕлӳ пухнă.
«Колхозник» ятлă Самар чăваш хаçачĕнче, Шупашкарта тухакан «Колхозник ялавĕ», «Пионер сасси» хаçатсенче ĕçленĕ. Тĕпчев институтĕнче те хăй вăйне хунă.
1942 çулхи çу уйăхĕн 28-мĕшĕнче Шупашкарта вилнĕ.
Пултарулăх ĕçĕсем
тӳрлетСăвăсем, поэмăсем, юмахсем çырнă. Унăн сăввисем çине нумай юрă кĕвеленĕ. А.Пушкин, М.Лермонтов, М.Горький, В.Маяковский, М. Исаковский, Т.Шевченко, К.Хетагуров сăввисене, вырăс халăхăн "Игорь полкĕ çинчен хунă юррине", армян халăхĕн "Давид Сасунский" эпосне чăвашла куçарнă.
Унăн çак сăвă пуххисем тухнă:
Вуламалли
тӳрлетАсăрхавсем
тӳрлетКаçăсем
тӳрлетÇак статьяра çăлкуç каçисене пĕлтермен. Информаци тĕрĕссине кăтартакан çăлкуç пулмалла, унсăрăн ăна кăларса пăрахма та пултараççĕ.
Эсир çак статья валли сумлă çăлкуç тупса хушма пултаратăр. |