Ефимов Мирон Ефимович

Ефимов хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.

Ефимов Мирон Ефимович (1915 çулхи çурла уйăхĕн 27-мĕшĕ, Самушкă ялĕ, Элĕк районĕ, Чăваш АССР, РСФСР - 2013 çулхи авăнăн 3-мĕшĕ, 2013 çулхи авăнăн 6-мĕшĕ, Мускав, РФ) — вăрçă вĕçевçи, Совет Союзĕн Паттăрĕ[1].

Мирон Ефимович Ефимов
Çуралнă вăхăт 1915 çул, çурлан 27-мĕшĕ
Çуралнă вырăн Самушкă ялĕ
Етĕрне уесĕ, Хусан кĕперни (халĕ Элĕк районĕ
Чăваш Ен, Раççей империйĕ
Вилнĕ вăхăт 2013 çулхи авăнăн 3-мĕшĕ
Вилнĕ вырăн Мускав, РФ
Пăхăнулăх СССР РФ
Хĕсмет çулĕсем 1937-1961
Хисеп
Полковник
Полковник
Çапăçусем/вăрçăсем Иккĕмĕш Тĕнче вăрçи
Чыславсем тата парнесем
Ленин орденĕ Хĕрлĕ Ялав орденĕ Хĕрлĕ Ялав орденĕ Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçин 1 степеньлĕ орденĕ
Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçин 1 степеньлĕ орденĕ Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ «Çапăçури хастарлăхшăн» медаль
«Хастарлă ĕçшĕн (Вăрçăри хастарлăхшăн). Владимир Ильич Ленин 100 çул тултарнин асăну» юбилей медалĕ
«Хастарлă ĕçшĕн (Вăрçăри хастарлăхшăн). Владимир Ильич Ленин 100 çул тултарнин асăну» юбилей медалĕ
«Севастополе хӳтĕленĕшĕн» медаль
«Севастополе хӳтĕленĕшĕн» медаль
«Кавказа хӳтĕленĕшĕн» медаль
«Кавказа хӳтĕленĕшĕн» медаль
«Тăван Çĕршывăн 1941-1945 çç. Аслă вăрçинче Германие çĕнтернĕшĕн» медаль
«Тăван Çĕршывăн 1941-1945 çç. Аслă вăрçинче çĕнтерни 65 çул» юбилей медалĕ
«Тăван Çĕршывăн 1941-1945 çç. Аслă вăрçинче çĕнтерни 65 çул» юбилей медалĕ
«Японие çĕнтернĕшĕн» медаль
Жуков медалĕ
Жуков медалĕ
«СССР Хĕçпăшаллă Вăйĕсем 40 çулта» медаль
«СССР Хĕçпăшаллă Вăйĕсем 40 çулта» медаль
«СССР Хĕçпăшаллă Вăйĕсем 50 çулта» медаль
«СССР Хĕçпăшаллă Вăйĕсем 50 çулта» медаль
«СССР Хĕçпăшаллă Вăйĕсем 60 çулта» медаль
«СССР Хĕçпăшаллă Вăйĕсем 60 çулта» медаль
«СССР Хĕçпăшаллă Вăйĕсем 70 çулта» юбилей медалĕ
«СССР Хĕçпăшаллă Вăйĕсем 70 çулта» юбилей медалĕ

Пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ

тӳрлет

1915 çулхи çурла уйăхĕн 27-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Элĕк районĕнчи Самушкă ялĕнче çуралнă. Мирон Ефимов 1931 çулта Элĕкри тăхăр çул вĕренмелли шкултан вĕренсе тухнă. Шупашкарти педагогика институчĕн химипе биологи факультетне пĕлӳ илме кĕнĕ. Пединститутра икĕ çул вĕреннĕ хыççăн Мускаври физкультура институтне куçнă, çав вăхăтрах Д.И. Менделеев ячĕллĕ химипе технологи институтенче ăс пухма мел тупнă.

ВЦСПС спартакиадине хутшăнса Мирон Ефимович иккĕмĕш вырăна йышăнать. Комсомол путёвкипе ăна Ейск хулинчи Тинĕс çар авиацийĕн училищине вĕренме яраççĕ. 1939 çулта вăл ăна чи лайăх паллăсемпе пĕтерет.

Вăрçă вăхăтĕнче М.Е. Ефимов тăшмана тĕп тума пурĕ 500 хутчен вĕçеве тухнă. Сывлăшри çапăçусенче хăй пĕччен çеç Гитлер çарĕн 17 самолётне, çĕр çинчи 68 самолётне, 16 танкне, 500 яхăн автомашинине, ытти çар хатĕрĕсене чылай аркатнă. 1942 çулта маттур лётчика Совет Союзĕн Паттăрĕ ятне панă. Севастопольшĕн пынă çапăçусем вăхăтĕнче авиаполк командирĕн çар хисепĕ таран ӳсет.

1944 çулта М.Е. Ефимов тинĕс-çар офицерĕсен Аслă курсне пĕтернĕ. Балтика тăрăхĕнче, Болгаринче, Инçет Тухăçĕнче çапăçусене хутшăннă. 1961 çулченех Ефимов полковник тинĕс-çар авиацинче хĕсметре тăнă. Юлашки вăхăтра вăл тинĕс-çар авиацин аслă инспекторĕн ĕçĕсене туса пынă.

Мирон Ефимович 2013 çулхи авăнăн 3-мĕшĕнче Мускавра вилнĕ. Паттăр вĕçевçĕне Ховань çăвине пытарнă.

Чыславсем

тӳрлет

Мирон Ефимовича тăван çĕршыв мăнаçлă хакланă: паттăра Ленин орденĕпе, виçĕ хутчун Хĕрлĕ Ялав орденне, икĕ хутчен 1 степеньлĕ Тăван çĕршыв вăрçин орденне, Хĕрлĕ Çăлтăр орденне, нумай медальсене, çав шутрах Болгари медальне парса чысланă.

Вуламалли

тӳрлет
  • Л. И. Ефимов Элĕк Енĕ. — Элĕк: 1994.
  • Аликовская энциклопедия / редколлегия: Ефимов Л. А., Ефимов Е. Л., Ананьев А. А., Терентьев Г. К.. — Шупашкар: 2009. — ISBN 978-5-7670-1630-3
  • Герои огненных лет. Книга 3. М.: Московский рабочий, 1978
  • Герои Советского Союза Военно-Морского Флота. 1937-1945. - М.: Воениздат, 1977
  • Герои Советского Союза. Краткий биографический словарь. Т.1. М., 1987
  • Наши земляки - Герои Советского Союза. 3-е изд. Шупашкар, 1980.
  • В.Мальцев, Г.Поладянц, «Анапа в 1941 – 1945 гг..»

Асăрхавсем

тӳрлет

Каçăсем

тӳрлет