Еремеев Сергей Максимович

Еремеев Сергей Максимович (1946 çур.) — вĕрентевçĕ тата педагог. 34 çул Чăваш Енти Шăмăршă районĕнчи Чукал шкулĕнче ĕçленĕ. Вĕсенчен 27 çулне — директор пулса. Хальхи вăхăтра асăннă вĕрентӳ йĕркелĕмĕ пуçламăш шкул шутланать[2]. С.М.Еремеев ĕçленĕ çулсенче вăтам шкул пулнă[3].

Еремеев Сергей Максимович
Еремеев Сергей Максимович
Çуралнă чухнехи ят: Еремеев Сергей Максимович
Ĕçлев тĕсĕ: педагог, вĕрентевçĕ
Çуралнă вăхăт: 1927 çулхи утăн 29-мĕшĕ[1]
Çуралнă вырăн: Çенĕ Чукал, Шăмăршă районĕ, Чăваш Ен)
Гражданлăх: Раççей
Арăм: Раиса Александровна[1]
Ачасем: Александр, Галина, Ирина, Владимир, Ольга[1]

ПурнăçĕПравить

Çĕнĕ Чукал ялĕнче çуралса ÿснĕ.

Ăçта вĕренниПравить

Ялти шкулта 8 класс пĕтерсен Улатăрти чукун çул техникумне кайса кĕнĕ, ăна шеплĕхлĕ дипломпа пĕтернĕ[1]. Совет Çарне кайса килнĕ хыççăн И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш педагогика институтĕнче куçумсăррăн вĕреннĕ.

Ăçта ĕçлениПравить

Педагог ĕçне Никишинăри 8 çуллăх шкулта пĕр çул хушши математика вĕрентевçи пулнинчен пуçланă. Вара Чукалти шкула куçнă та мĕн пенсие тухичченех унта ĕçленĕ. Математикĕ вĕрентевçи тата директор.

КилйышĕПравить

Арăмĕ, Раиса Александровна, шкулта повар пулса ĕçлесе пурăннă. Халĕ пенсире. Вĕсен ачисем: Александр, Галина, Ирина, Владимир, Ольга. Галинăсăр пуçне пурте ашшĕ пекех вĕрентевçĕ çулне суйласа илнĕ. Галина — ялти врач офисĕнче медсестрара ĕçлет[4]. Хăй пенсие тухсан ялти шкулта директорта Сергей Максимовичăн кинĕ Ольга Михайловна (хушамачĕ паллă мар) ĕçлеме пуçланă[1].

ЧыславсемПравить

ВуламаллиПравить

АсăрхавсемПравить