Чукал шкулĕ, — чăн малтан Чăваш Енĕн Шăмăршă районĕнчи Çĕнĕ Чукалта никĕсленнĕ, анчах та хальхи вăхăтра юнашарти Вырăс Чукал ялĕнче вырнаçнă пуçламăш шкул, вĕрентӳ йĕркелĕмĕ. Тĕрлĕ вăхăтра ку шкулăн статусĕ те, тытăмĕ те, вырнаçнă тĕлĕ те (тĕлĕсем) тĕрлĕрен пулнă.

Чукал шкулĕ
Никĕсленĕ 1876[1]
Хупнă Халлĕхе хупман-ха
Директор Андреева Татьяна Николаевна
Тĕс Пĕтĕмĕшле пуçламăш пĕлӳ паракан шкул
Адрес Вырăс Чукал ялĕ, Шăмăршă районĕ, Чăваш Ен (429185 Чувашская Республика, Шемуршинский район, д. Русские Чукалы, ул. Октябрьская, д. 15;)
Координатсем паллă мар
Телефон 8(83546) 2-70-46
Факс паллă мар.
Эл. почта
Сайчĕ [[1] www.chukal-shemur.edu21.cap.ru?t=eduid&eduid=4572+%D1%88%D0%BA%D1%83%D0%BB+%D1%81%D0%B0%D0%B9%D1%87%C4%95%5D]

Истори тӳрлет

Вырăс Чукалĕнче хăйĕнче шкул 1914-мĕш çулта çеç уçăлнă, çапах та паянхи шкулăн историне 1876-мĕш çултанпа илсе пымалла[1]. Мĕншĕн тесен шăпах çав çулхине, октябрĕн 8-мĕшĕнче (кивĕ стильпе — сентябрĕн 25-мĕшĕнче), чаплă лару-тăрура Çĕнĕ Чукалта вĕрентÿ йĕркелĕмне пĕрремĕш хут хута янă. Шкула уçассине вара çак самантран икĕ çул маларах (1874-мĕш çулхи сентябрĕн 5-мĕшĕнче) Çĕнĕ Чукал, Вырăс Чукал, Варварино ялĕсенчи хресченсен пухăвĕнчех çирĕплетнĕ пулнă. Ку вăхăтра Чĕмпĕрте чăваш шкулĕсен инспекторĕ пулса И.Я.Яковлев, кĕпернери халăх вĕрентешĕсен директорĕ пулса И.Н.Ульянов ĕçленĕ. Эппин шкул уçăласси вĕсем хутшăнмасăр пулман.

Чи пĕрмĕш çул шкулта 30 арçын ача, 6 хĕрача вĕреннĕ[1]. Вĕренекенсечен 2/3 пайĕ — чăвашсен ачисем. Çавна кура çĕнĕ йĕркелĕм "ютйăхсен шкулĕ" шутланнă. Чăваш ачисем 4 çул, вырăс ачисем 3 çул вĕреннĕ.

Кунта вĕреннĕ паллă çынсем тӳрлет

Кунта ĕçленĕ çынсем тӳрлет

Чукал шкулĕн историйĕ вăрăм. Унта тĕрлĕ çулсенче ĕçленĕ çынсен йышĕ те пысăк. Вĕрентевçĕсем çеç 300 ытла. Ахăртнех, пурне те асăнса тухма та май çук пулĕ.

Чи малтанхи вĕрентевçĕсем тӳрлет

1876-1883-мĕш çулсенче вĕрентевçĕ — Андрей Маркович Соколов[1]. Вăл — хальхи Елчĕк районĕнчи Аслă Елчĕкрен. Малалла Федор Игнатьевич Игнатьев вĕрентевçĕ пулнă. Ăна пулашаканĕ пулса Симурзина Татьяна Григорьевна тăрăшнă. Ку вара Çенĕ Чукал çынниех. Асăннă вырăнта вăл 1896-мĕш çулччен тăнă[1]. 1896-1901-мĕш çулсенчи вĕрентевçĕсем — Павел Михайлович Игнатьев тата Михаил Федорович Данилов. Ун хыççăн (1901-1907) — Василий Никифорович тата Елена Васильевна Ванюшинсем (Никифоровсем), арăмĕпе упăшки. 1908-1918-мĕш çулсенче — Антонов Александр Алехстрахович[2]. 1887-мĕш çулта И.Я.Яковлев Чукал шкулĕн вĕрентевçи патне çыру янă[3]. Çак вĕрентевçĕ, çырăва илекенĕ, Александр Макарович Полетаев, сăмах май каласан, Чĕмпĕрти гимназире Владимир Ульяновпа (Ленинпа) пĕр класра вĕреннĕ çын[4][5], чăваш, хальхи Патăрьел районĕнчи Пӳртлĕ ялĕнчен тухнăскер.

Каларăмăр ĕнтĕ, 1914-мĕш çулта Вырăс Чукалĕнче пуçламăш шкул уçăлнă. Унта вĕрентевçĕре Петров Николай Дмитриевич тăрăшнă.

Совет влаçĕ çирĕпленнĕ чухнехи çулсем тӳрлет

Вуламалли тӳрлет

Асăрхавсем тӳрлет

  1. ^ 1, 2, 3, 4 тата 5 Шкул историйĕ.
  2. ^ Çăлкуçра çапла.
  3. ^ И.Я.Яковлев. Из преписки. Чебоксары, 1989. — С.100, С.307.
  4. ^ В.Иванова, М.Иванов. Радуга над Волгой. М., "Советская Россия", 1980. — С. 30-31.
  5. ^ "В поисках тайн архивных бумаг..." |Документы, собранные И.М. Матросовым о семье Ульяновых и по Симбирской гимназии| 2016 ҫулхи Юпа уйӑхӗн 13-мӗшӗнче архивланӑ.

Каçăсем тӳрлет