Дмитриев Василий Дмитриевич

Дмитриев Василий Дмитриевич (27.5.1924, Энтепе ялĕ, Елчĕк районĕ, Чăваш АО, РСФСР — 19.12.2012, Шупашкар, Чăваш Ен, РФ), — чăваш прозăçи.

Василий Дмитриев
Çуралнă чухнехи ят: Дмитриев Василий Дмитриевич
Çуралнă вăхăт: 1924, çу, 27
Çуралнă вырăн: Энтепе ялĕ, Елчĕк районĕ Чăваш АССР
Вилнĕ вăхăт: 2012, раштав, 19
Вилнĕ вырăн: Шупашкар, Чăваш Ен, РФ
Гражданлăх:
Ĕçлев тĕсĕ: чăваш прозăçи
Жанр: асилӳ, калав
Ĕçсен чĕлхи: чăваш
Чыславсем:

Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ Богдан Хмельницкин III степеньлĕ орденĕ

Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçин 1 степеньлĕ орденĕ
Дмитриев хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.

2000 çултанпа ЧÇП пайташĕ.

Тăван Çĕршыв вăрçин 1 степеньлĕ, Хĕрлĕ Çăлтăр, Богдан Хмельницкий орденĕсене, медальсене тивĕçлĕ пулнă. [1] [2]

Биографи

тӳрлет

1924 çулхи çу уйăхĕн 27-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Елчĕк районĕнчи Энтепе ялĕнче çуралнă. Патăрьел районĕнчи Тури Туçа вăтам шкулĕнче вăтам пĕлӳ илнĕ.

1942 çулта Мускаври пулемёт училищинче вĕренсе тухсан 1942 году. Вунтăхăр çулти кĕçĕн лейтенант пĕрремĕш хут Курск пĕккинче йывăр аманнă, ун чухне вăл танксене хирĕç перекен пăшаллă взвод командирĕ пулнă.

1945 çулхи кăрлач уйăхĕнче хоспитальре сипленсе тухать. Çамрăк офицера сусăрлăх панă, анчах та Василий Дмитриевич тыла кайма килĕшмест — фронтах таврăнать.

1945 çулхи акан 18-мĕшĕнче Берлин тулашĕнче юхакан Шпрее урлă çапăçса каçнă чухне ротă командирне суранлансан, Василий Дмитриевич салтаксене хăйĕн хыççăн тăшман çине, вĕçекен пульăсене хирĕçле атакăна ертсе кайнă, юханшывăн тепĕр çыранĕнче полк валли плацдарма ярса илнĕ. Çапла вара полк Берлин çине тапăнса кайнă. Анчах та, хăй командир йывăр суранланнă — пульă кăкăра чĕрепе юнашар шăтарнă.

Хăюлăхпа хастарлăхшăн Василий Дмитриевича Богдан Хмельницкин III степеньлĕ орденĕпе чысланă. Хастар командирăн урăх чыславсемпе те — Хĕрлĕ Çăлтăр, Тăван çĕршыв вăрçин I степеньлĕ — орденĕсемпе палăртнă.

Çĕнтерĕве Василий Дмитриевич хоспитăльте кĕтсе илнĕ. 1945 çулхи раштавчен Польшăра, кайран Совет Союзĕнче сипленнĕ.

Вăрçăран таврăнсан фронтовик саккун хĕсметне тăрать. Хусанти юридици институтĕнче хĕрлĕ дипломпа вĕренсе тухнă та тăван çĕре таврăннă. Ăна Чăваш АССР прокурорĕн çумĕ пулма шаннă. Кайран ШĔМ системине куçнă — вунпиллĕк çул хушши, 1984 çулчен, Шупашкарти ССРП ятарлă вăтам пĕлӳ паракан милици шкулне ертсе пынă. Василий Дмитриевича патшалăхăн регионĕсенче прокурор пуканне сĕннĕ, анчах вăл тăван çĕртен кайма килĕшмен: çемьере асли пулнипе тăванĕсене пулăшса тăнă.

Пултарулăх ĕçĕсем

тӳрлет

Асаилӳсем, калавсем çырнă.

Пĕрремĕш статьисем 1953 çулта «Коммунизм ялавĕ» тата «Советская Чувашия» хаçатсенче çутă курнă.

Пичетленсе тухнă кĕнекисем:

  • «Буржуазное избирательное право — орудие подавления» (очерксем, 1959);
  • «Бои на ближних подступах к Берлину» (очерк, 1995);
  • «Наедине с собой» (хроника, 1999);
  • «Судьбы людские» (2003).

Çав. пекех

тӳрлет

Литература

тӳрлет
  • Садал, С. Хӑй хыҫҫӑн ырӑ ят хӑварнӑ / С. Садал // Хыпар. — 2014. — 27 ҫу (№ 96). — С. 4.
  • [Дмитриев Василий Дмитриевич] : [некролог] // Советская Чувашия. — 2012. — 22 дек. — С. 6.
  • Марков, В. П. Дмитриев (Семенов) Василий Дмитриевич / В. П. Марков // Яльчикский район : краткая энцикл. — Чебоксары, 2007. — С. 108.
  • Михеева, Л. Обмыли чайком / Л. Михеева // Чебоксарские новости. — 2010. — 9 дек. — С. 2.
  • Свили птицы гнездо у дома…С оптимизмом — в будущее // Милиция. — 2010. — № 8. — С. 38 : фот. — (МВД по Чувашской Республике — 90 лет).
  • Семендер, Ю. Слово о друге / Ю. Семендер // Советская Чувашия. — 2014. — 31 мая (№ 96). — С. 4.
  • «Сколько в человеке памяти, столько в нем человека» // Республика. — 2003. — 8 октября (№ 40). — С. 5.
  • Шмаков, А. «К букве закона всегда прилагал струны души» : Василий Дмитриев — фронтовик, учитель, человек / А. Шмаков ; [подгот. О. Казакова] // Советская Чувашия. — 2020. — 21 апр. (№ 43). — С. 8.

Асăрхавсем

тӳрлет

Каçăсем

тӳрлет