Вутлан (Элĕк районĕ)
Вутлан, Vutlan - Чăваш Енĕн Элĕк районĕнчи ял.
Вутлан Vutlan
|
Халăх йышĕ, ял тытăмĕ
тӳрлетЯлта тăватă урам: Ленин, Интернационал, Чапаев, Мир урамĕсем.
1859 çулта ирттернĕ халăх çыравĕн материалĕсем тăрăх, Вутланра 32 килте 154 арçын, 177 хĕрарăм пурăннă. 1907 — 534 çын, 1926 — 569 çын пулнă. Ялти шкул 1913 çулта уçăлнă. Вутланти вăтам шкулăн иккĕмĕш хутĕнче шкул музейĕ вырнаçнă.
Кун-çулĕ
тӳрлет1927 çулчен Етĕрне уесĕн Элĕк вулăсĕнче шутланнă. 1927 çулхи юпа уйăхĕн 1-мĕш хыççăн Элĕк районне, 1962 çулхи раштав уйăхĕн 20 хыççăн Вăрнар районне кĕртнĕ. 1965 çулхи пуш уйăхĕн 14 хыççăн хальхи вăхăтчен Элĕк районне кĕрет.
Вутлан ялĕ XVII ĕмĕрте çурçĕр енчи чăвашсем куçса ларса пулса кайнă.
Этимологи
тӳрлетЯл ячĕ Вутлан ятлă çын ятĕнчен пулса кайнă. Сăмах май çакăн ятлă вырăн район территоринче те пур: Какаç ялĕ çывăхĕнчи пысăках мар вăрмана "Вутлан вăрманĕ" теççĕ.
Вуламалли
тӳрлет- Л. И. Ефимов, "Элĕк Енĕ", Элĕк, 1994.
- "Аликовская энциклопедия", редколлегия: Ефимов Л.А., Ефимов Е.Л., Ананьев А. А., Терентьев Г. К., Шупашкар, 2009, ISBN 978-5-7670-1630-3.
- "Аликовскому району 75 лет", Л. А. Ефимов хатĕрленĕ, Шупашкар, 2002.
Каçăсем
тӳрлет
Ку Чăваш Енĕн географипе вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |