Большой театр
{{#coordinates:}}: нельзя иметь более одной первичной метки на странице
Большой театр | |
Большой театр çурчĕ (2011) | |
Йĕркеленĕ | 1776 |
---|---|
Координатсем | 55°45′37″ с. ш. 37°37′07″ в. д.HGЯO |
Ертӳлĕх | |
Директорĕ | Анатолий Иксанов |
Тĕп балетмейстерĕ | Юрий Бурлака |
Тĕп хормейстер | Валерий Борисов |
Каçăсем | |
Официаллă сайт | |
[[Commons:Category:Bolshoi Theatre|Шаблон:Малтан ят]] Викиампарта |
Раççей патшалăхĕн академи Большой теа́трĕ (ГАБТ), Раççей патшалăхĕн академи оперăпа балет театрĕ, е ахальрех Больщой теа́тр — Раççейри чи пысăк тата мĕнпур тĕнчери оперăпа балет театрĕсем хушшинче чаплисенчен пĕри. Мускав варринче, Театр лапамĕнче, вырнаçнă.
Кун-çулĕ
тӳрлетПĕрремĕш утăмсем
тӳрлетТеатăрăн кун-çулне 1776 çулхи пуш уйăхĕнчен — «театрти тĕрлĕ кăтартусене, çаплах концертсене, воксалсене тата маскарадсене» тытса тăма Екатерина II хĕрарăм патша ырă кăмăлĕпе килĕшнипе кĕперне прокурорĕ Пётр Васильевич Урусов кнеç пуçарнинчен — шутлаççĕ. Кнеç театр никĕсне Петровка урамĕнче (Неглинкăн сылтăм çыранĕнче) хывать — çавăнпа ăна Петĕр театрĕ тенĕ. Анчах та Урусов театрĕ уçăлаччинех çунать, кнеç вара ĕçне хăйĕн компаньонне, акăлчан ĕç çыннине Майкл (Михаил) Медокса куçарса парать. Медокс ĕнтĕ Мăн Петĕр театрне туса лартать.
Медоксăн Петĕр театрĕ 25 çул хушши тăрать — 1805 çулхи юпа, 8 вут çулăма каять. Çĕнĕ çурта К. И. Росси Арбат лапамĕнче туса лартать. Вăл та, йывăçран хăпартнăскер, 1812 çулта, Наполеон ахăр саманинче, кăвайта кĕрет.
1821 çулта театр çуртне малтанхи çĕртех О. И. Бове архитектор петербург Академин ректорĕн А. А. Михайловăн проекчĕпе хĕвет.[1]
1825 çулта уçăлни
тӳрлетТеатр 1825 çулхи кăрлачăн 6 (18)-мĕшĕнче «Торжество муз» лартнипе уçăлать.
1842 çулта театр император театрĕсен петербургри дирекцин йышне кĕрет; Петербургран Мускава опера труппи куçса килет.
1853 çулта, пуш уйăхĕн 11мĕшĕнче театр каллех çунать; тулаш чул хӳмисемпе тĕп енĕн колоннади кăна çулăмран сыхланса юлать. Виçĕ çул тăршшинче театр керменне А. К. Кавос архитектор етсе пынипе çĕнĕрен хываççĕ. Пушарта пĕтнĕ алебастртан хайланă Аполлон скульптури вырăнне кĕме портикĕ умĕнче Петр Клодтăн бронзăллă квадригине лартнă. Фронтонĕнче гипсран ăсталанă икĕ пуçлă ăмăрткайăк — Раççей империн патшалăх символне — вырнаçтарнă. Театр хăйĕн алăкĕсене 1856 çулхи çурлан 20-мĕшĕнче уçать.
Хальхи Большой театр
тӳрлет2002 çулхи чӳкĕн 29-мĕшĕнче Римский-Корсаковăн «Снегурочка» оперин премьерипе Мăн театрăн çĕнĕ сцени ĕçе кĕрет.
2005 çулхи утăн 1-мĕшĕнче Большой театрăн тĕп сценине реконструкцине куçараççĕ. Теп сцена çинче хупăниччен юлашкинче (2005 çулхи çĕртмен 30-мĕшĕнче) Мусоргскин «Борис Годунов» оперине кăтартаççĕ. Уçăлассине кĕтмелли вăхăт — 2011 çулхи юпан 2-мĕшĕнче Глинкăн «Руслан и Людмила» (режиссёр-постановщик — Дмитрий Черняков) оперипе уçма палăртнă.
2009 çулта Раççей ПТК ытла нумай тăкаланă пирки пуçилӳ ĕçне пуçарать[2]. По данным Счётной палаты, за период реконструкции Большого театра её стоимость выросла в 16 раз[3].
Паллă пулнисем
тӳрлет- 1776 çулхи пуш, 17— Большой театрне никĕсленĕ (труппа йĕркелени) кун.
- 1780 çулхи раштав, 30— Петĕр театрне уçнă
- 1805 çулхи юпа, 8— вут-çулăм, Петĕр театрĕ çунса каять
- 1806 — Император театрĕ статусне тивĕçет
- 1808 çулхи ака, 13— Çĕнĕ арбат император театрне уçаççĕ
- 1812 — пушар, театр çурчĕ кĕлленет
- 1821—1824 — театрăн çĕнĕ çуртне О. Бове проекчĕпе тăваççĕ
- 1825 çулхи кăрлач, 6 — Мăн Петĕр театрне уçни
- 1843 — А. Никитин проекчĕпе театăра тĕплĕн юсаççĕ
- 1853 çулхи пуш, 11— пушар, театр çурчĕ çунать
- 1855 çулхи çу, 14— театр çуртне А. Кавосăн проекчĕпе тума çирĕплетеççĕ
- 1856 çулхи çурла, 20— Большой театăра уçни
- 1888 çулхи раштав, 16— М. Мусоргскин «Борис Годунов» оперин премьери
- 1895 — театр çуртне тĕплĕн юсаççĕ
- 1901 çулхи юпа, 10 — Н. Римский-Корсаковăн «Псковитянка» оперин премьери, Ф. И. Шаляпин Хаяр Йăван ралĕнче
- 1917 çулхи нарăс, 28— Император театрĕн статусĕнчен хăтараççĕ.
- 1919 çулхи çу, 4 — театр оркестрĕн пĕрремĕш симфони концерчĕ, дирижёр Сергей Кусевицкий
- 1919 çулхи раштав, 7— тепĕр ята куçарма хушни: Патшалăх академи Большой театрĕ
- 1919 çулхи раштав, 12 — Большой театăра пăрахăçа кăларасшăн
- 1921 çулхи нарăс, 18— Бетховен залне уçаççĕ
- 1921—1923 — И. И. Рерберг ертсе пынипе театр çуртне реконструкцине лартаççĕ.
- 1922 çулхи нарăс— ПӖТК Президиумĕн йышăнăвĕпе Мăн театр ĕçесене малалла тăсать
- 1935 — Д. Шостаковичăн «Леди Макбет Мценского уезда» оперин премьери
- 1937 — Большой театра Ленин орденĕпе чыслаççĕ.
- 1941 çулхи ака, 15— çурта çĕнетме тытăнаççĕ
- 1941 — театр Куйбышева эвакуацине куçать
- 1941 çулхи юпа, 28— театр çуртне бомба лекет
- 1943 çулхи авăн, 26 — эвакуацирен таврăннă хыççăнхи пĕрремĕш спектакль
- 1960-1970-мĕш çулсем — çурта çĕнетсе юсаççĕ
- 1961 — Большой театр Кремльти съездсен керменĕнче сцена вырăнне туянать
- 1968 — Ю.Григорович лартнă А.Хачатурянăн «Спартак» балечĕн премьери
- 1975 — Большой театр 200 çул тултарни тĕлне çурта юсаса çĕнетеççĕ
- 1976 — Большой театра иккĕмĕш хут Ленин орденĕпе чыслаççĕ
- 2002 çулхи чӳк, 29— Большой театăрăн Çĕнĕ сценине хута яраççĕ.
- 2005 çулхи утă, 1— Большой театăра реконструкцине хупаççĕ
Театр репертуарĕ
тӳрлетÇав. пекех
тӳрлетАсăрхавсем
тӳрлет- ^ Москва. Архитектурный путеводитель / Бусева-Давыдова И. Л., Нащокина М. В., Астафьева-Длугач М. И.. — М.: Стройиздат, 1997. — 512 с. — ISBN 5-274-01624-3
- ^ http://www.svobodanews.ru/archive/ru_news_zone/20090914/17/17.html?id=1822016 2012 ҫулхи Ҫурла уйӑхӗн 21-мӗшӗнче архивланӑ.
- ^ http://www.1tv.ru/news/crime/151674
Вуламалли
тӳрлет- Дмитриев Н. Оперная сцена Московского императорского театра. — М., 1897.
- Государственный ордена Ленина академический Большой театр Союза ССР. — М., 1947.
- Янковский М. Шаляпин и русская оперная культура. — М., 1947.
- Янковский М. Ф. И. Шаляпин. — М.-Л., Музгиз, 1951. 128 с. (Серия «Мастера Большого театра»).
- Шавердян А. Большой театр СССР. — М., 1954.
- Хрипунов Ю. Д. Архитектура Большого театра. — М., 1955.
- Большой театр Союза ССР. Опера. Балет. — М., 1958.
- Грошева Е. А.. Большой театр СССР в прошлом и настоящем. — М., 1962.
- Зарубин В. И. Большой театр. — М., Моск. рабочий, 1990. 64+1с. (Серия «Биография московского дома»).
Каçăсем
тӳрлет- Большой театрăн официаллă сайчĕ
- Страница Большого театра в справочнике «Театральная Россия» 2009 ҫулхи Нарӑс уйӑхӗн 21-мӗшӗнче архивланӑ.
- Обзор «Большой театр — паразитический нарост, не имеющий художественной ценности» в журнале «Коммерсантъ-Власть» 2009 ҫулхи Ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнче архивланӑ.
- Интервью в журнале «Огонёк» с костюмером Большого театра А. Н. Смирновым 2009 ҫулхи Кӑрлач уйӑхӗн 22-мӗшӗнче архивланӑ.
- — Живой Журналри этем пĕрлĕхĕн теми «Большой театр»
Шаблон:Мускаври паллă вырăнсем
Ку театр пирки вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |