Шаблон:Сортлани: ӳкерчĕксемпе

Атăл
Жанрсем фольклор
Çулсем 1950-мĕш çулсем
Патшалăх Раççей Федерацийĕ Раççей Федерацийĕ
Йĕркеленнĕ вырăн Мускав
Йыш Галина Никитина (ертӳç)
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Атăл (пĕлтерĕшсем) пăхăр.

Атăл ("Atal") Мускав чăвашĕсен хорĕ.

Ертӳçи — Галина Никитина этнограф, МПУ верентӳçи.

Кун-çулĕ

тӳрлет

Официаллă XX ĕмĕрĕн сакăрвуннăмĕш çулĕсен вĕçĕнче йĕркеленнĕ. Çапах та, чăннипе вăл XX ĕмĕрĕн аллăмĕш çулсенче çуралнă. 1959 çулхи СССР халăхĕсен спартакиади тĕлне Мускава Лужники стадиона тума килнĕ чăвашсем пуçтарăнса йĕркелесе янă пулнă.

Хорăн пĕрремĕш ертӳçи — Валерий Волков.

Юрă ушкăн репертуарĕнче — чăваш тата вырăс халăх юрри-кĕвви.

«Атăл» ансамбль концертсене Мускав, Санкт-Петербург хулисенче, Тутарстанра, Раççейĕн урăх регионĕсенче ирттерет. «Атăла» пур çĕрте те ăшшăн кĕтсе илеççĕ.

2008 çулхи нарăс уйăхĕнче «Атăл» ансамбль Финляндипе Швеци çĕрĕсене гастроле кайса килчĕ.

Вуламалли

тӳрлет

Каçăсем

тӳрлет