Аслă пурçăн çулĕ

Аслă пурçăн çулĕ, — авалхи вăхăтра Китайпа Европăна çыхăнтарнă суту-илӳ çулĕ. Вăтам Ази урлă иртнĕ, чи пысăкки шутланать.

I ĕмĕрти Аслă пурçăн çулĕ (Дацинь тата Серес).

Пирĕн эрăччен II ĕмĕрте уçăлнă. Çулне Сианьрен Ланьчжоу витĕр Дуньхуане хунă пулнă, кунта вăл иккĕне пайланнă: çурçĕр çулĕ Турфан урлă кайнă, малалла Памира каçса Ферганапа казах çеçенхирĕсене çитнĕ, кăнтăр çулĕ — Лобнор кӳлĕ çумĕпе Такла-Макан пушхирĕн кăнтăр айăккипе Яркендпа Памир (кăнтăр пайĕнче) Бактри урлă, унтан — Пархие, Индие тата Çывăх Тухăç çитернĕ.

II ĕмĕртен пуçласа çак çулпа сутăçăсем тĕве караванĕсемпе Китайран Вăтаçĕр тинĕсĕн хĕрринчи çĕршывсем патне çити пурçăн турттарса çӳренĕ. Ун чухне пĕтĕм çул тăрăхне тухма икĕ çул вăхăт кирлĕ пулнă. Сутăçăсен сахаллăшĕ кăна çак çула ăнăçлă вĕçлеме пултарнă.

"Пурçăн çулĕ" ята нимĕç географĕ XVIII ĕмĕрте панă. Паллах ĕнтĕ, Пурçăн çулĕпе пурçăна çеç мар, тĕслĕхрен ылтăна, тĕрлĕ тĕхĕме тата ытти япаласене те куçăрнă.

Пурçăн çулĕ усă курни сутă-илӳ аталанăвне пулăшнă, вăл çаплах тухăçпа анăç этеплĕхĕсене çыхăнтарнă, Европăпа Азине паллаштарнă.

Çавăнпа ĕнтĕ халĕ "Пурçăн çулĕ" Пĕтĕм тĕнчери этеплĕх кăнарĕ пулса тăрать.

Кун-çулĕ

тӳрлет

Ватă Çурçĕр çулне У-ди император хистенипе никĕс хунă, ăна çар валли ăратлă лаша кирлĕ пулнă. Çакăн пек утсене пирĕн эрăччен 138-126 çулсенче Вăтам Азине пулнă Чжан Цянь элчи пĕлтернĕ. Çаплах вăл императора урăх çĕр-шывсенче пурçăн тĕртмен пирки каласа панă, ют çĕр çĕрсенче пурçăн сутса паха утсене, çаплах пылак çимĕç, эрех тата ытти япала илме императора сĕннĕ. Пирĕн эрăччен 121 çулта пурçăн тата бронза тĕкĕрĕсене тиенĕ тĕве караванĕ пĕрремĕш хут Турфанскую впадину урлă каçса Çулăм тăвĕсемпе Тянь-Шань отрогĕсем çумĕпе Фергана оазисĕ патне кайнă. Анчах та çак вырăнта пирĕн эрăччен 17-27 çулсенче хыпса тухнă халăх пăлхавĕсем çĕкленме тытăннă сутă-илĕве чарса лартнă. Сутă-илӳ тепĕртакран малалла Кăнтăр çулĕпе тăсăлать.

Аслă пурçăн çулĕ Малти Ази, Вăтам Ази тата Китай халăхĕсен хуçалăхпа этеплĕх çыхăнăвĕсене аталантарасишĕн питĕ паллă роль вылянă, сăмахран, тĕрлĕ инновацие, çав шутра илемлĕ пултарулăх (ташă, мусăк, ӳнер, архитектура), тĕн (Христос тĕнĕ, Будда тĕнĕ, ислам, манихей тĕнĕ), технологи (пурçăн, тар, хут тăвасси) сĕмне сарса пынă.

Çавăн пекех пăхăр

тӳрлет

Вуламалли

тӳрлет
  • Экономическая история: хрестоматия под редакцией А. Д. Кузьмичева и С. К. Никитиной.

Каçăсем

тӳрлет


 
Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр.
Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла.