Апостолсем
Апо́столсем, пĕр. хис. апо́стол (ав.гр. ἀπόστολος — элчĕ, ав.гр. ἀποστέλλω ямалла глаг.) — Иисус Христосăн вĕренекенĕсем тата .

Вуниккĕ апостолПравить
Вуниккĕ апо́стол — Иисус Христосăн çывăх вуниккĕ вĕренекенĕ.
Христиан вĕрентĕвĕпе, хăйĕн пурнăçĕнче Иисус Христос вуниккĕ вĕренекене хăйĕнпе пулма, Евангели пирки пĕлтерме тата усалсене хăваласа яма, унăн ятĕнчен калама чĕннĕ.
Апостол ПавăлПравить
Павăл, вăлах Савăл (ивр. שאול, Шауль), Иисус Христос чĕрĕлнĕ хыççăн кĕнĕ, çапла вăл Иисусăн çĕр çинче пурăннă чухне кĕнĕ апостолсен шутне кĕмест. Çапах та, Павăл христианлăхра хисеплĕ апостолсен шутне кĕрет, мĕншĕн тесен вăл апостол Петĕрпе (Симонпа) пĕрле Чиркӳн пĕрремĕш аслă ашшĕсем пулаççĕ. Апостол Павăл хăйне «халăх тĕнĕн апостолĕ» тенĕ.
Çитмĕл апостолПравить
Çитмĕл апостол (е 72-рен) — Христосăн тата унăн вĕренекеңĕсен вĕрентекенĕсем.
Çитмĕл апостолсен чылайрахăшĕн ятне Çĕнĕ Халалра асăнман, вĕсем пирки Сăваплă Чăнлавсенче çырнă.
Православи уйăхсăмахĕнче асăннă çитмĕл апостолсен ят-йышне V—VI ĕмĕрсенче кĕртнĕ. Çитмĕл апостол йышне чăнлавпа Марк тата Лука евангелистсем кĕреççĕ, çаплах «çитмĕл апостол» сăпатне каярах миссионер аслă ĕçĕшĕн нумайăшне (ытларах ап. Павăлăн вĕренекенĕсене) кĕртнĕ.
Çавăн пекехПравить
ВуламаллиПравить
- Марков Н. Ф. Апостолы // Православная Богословская Энциклопедия. — СПб.: Издание Петроград. Приложение к духовному журналу «Странник», 1900. — Т. 1.
- Православная энциклопедия, Апостолы, Польсков К. О., Венцель О. В., Желтов М. С., Квлилидзе Н. В.